Мӗншӗн Иегова Свидетелӗсем хӗреспе усӑ курмаҫҫӗ?
Нумайӑшӗ хӗрес вӑл христиан тӗнӗн палли, е символӗ, тесе шутлаҫҫӗ. Иегова Свидетелӗсем христиансем пулсан та, хӗреспе усӑ курмаҫҫӗ. Мӗншӗн?
Пӗр сӑлтавӗ: Библире каланӑ тӑрӑх, Иисус хӗрес ҫинче мар, ахаль юпа ҫинче вилнӗ. Унсӑр пуҫне, Библи христиансене хыттӑн асӑрхаттарса калать: «Йӗрӗхсене пӑхӑнса тӑрасран сыхланӑр». Ҫакӑ хӗреспе усӑ курмалла маррине кӑтартса парать (1 Коринф 10:14; 1 Иоанн 5:21).
Христосӑн ҫак сӑмахӗсене асра тытмалла: «Эсир Манӑн вӗренекенӗмсем иккенне пурте эсир пӗр-пӗрне юратнинчен пӗлӗҫ» (Иоанн 13:34, 35). Ҫапла каланипе Иисус Христос хӑйӗн чӑн-чӑн вӗренекенӗсем пӗр-пӗрне питӗ хытӑ юратнипе палӑрса тӑрассине кӑтартнӑ, хӗрес е урӑх япала вара вӗсене уйӑрса илмелли паллӑ пулать тесе каламан.