Тӗп матералсем патне куҫӑр

ҪАМРӐКСЕН ЫЙТӐВӖСЕМ

Библи мана мӗнле пулӑшма пултарать? 2-мӗш пайӗ. Библи вулассине интереслӗ тума тӑрӑш

Библи мана мӗнле пулӑшма пултарать? 2-мӗш пайӗ. Библи вулассине интереслӗ тума тӑрӑш

 «Библие мӗнле вуламаллине пӗлместӗн пулсан,— каласа парать Уилл ятлӑ ҫамрӑк,— вӑл кичем кӗнеке пек туйӑнма пултарать».

 Библие вулама интереслӗ пултӑр тесен мӗн тумаллине пӗлес килет-и санӑн? Апла пулсан, ҫак статья сана пулӑшма пултарать.

 Библире мӗн ҫырнине куҫ умне кӑларса тӑратма тӑрӑш

 Вуланӑ чухне хӑвна унта пулнӑ пек туйма тӑрӑш. Ҫакӑн пек меслетсемпе усӑ курса пӑх:

  1.   Библири пӗр-пӗр сыпӑка суйласа ил — хӑв тӗпчес текен сыпӑка. Ҫав сыпӑкра пӗр-пӗр событи ҫинчен е Евангелире каласа панӑ пӗр-пӗр ӗҫ ҫинчен сӑмах пыма пултарать. Тен, эсӗ jw.org сайтра «Библие рольсемпе вулани» ятлӑ разделри аудиоҫыртарусенче Библирен илсе панӑ сыпӑксене суйласа илес тейӗн.

  2.   Ҫав сыпӑка вуласа тух. Эсӗ ӑна хӑв тӗллӗн, е ҫемьепе пӗрле, е туссемпе пӗрле вуласа тухма пултаратӑн. Вуланӑ чухне пӗри калавҫӑн сӑмахӗсене вулӗ, ыттисем вара Библири сӑнарсен сӑмахӗсене вулӗҫ.

  3.   Ҫакӑнта илсе панӑ пӗр е темиҫе канашпа усӑ кур:

    •   Ӳкерчӗк ӳкер. Лару-тӑру мӗнле аталанса пынине кӑтартса паракан ӳкерчӗксем ӳкерсе тух. Кашни ӳкерчӗк айне унта мӗн ӳкерсе хунине ҫырса хур.

    •   Схемӑсем ӳкер. Сӑмахран, Туррӑн пӗр-пӗр шанчӑклӑ ӗҫлекенӗ ҫинчен вуланӑ чухне ҫав ҫыннӑн лайӑх енӗсемпе ӗҫӗсем вӑл Иеговӑран илнӗ пиллӗхсемпе мӗнле ҫыхӑнса тӑнине схемӑпа кӑтартса пар.

    •   Пулни-иртнине каласа паракан «репортаж» ту. Библире каланӑ событие уҫса панӑ чухне унта хутшӑннӑ тӗрлӗ сӑнарсем каласа панӑ пек каласа пар. Ҫав событисене хутшӑннисенчен е курса тӑнисенчен «интервью» ил.

    •   Эсӗ вулакан сыпӑкри сӑнарсенчен пӗри тӗрӗс мар йышӑну тунӑ пулсан, вӑл хӑйне тӗрӗс тытни мӗн патне илсе ҫитерме пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑх. Тӗслӗхшӗн Петр Иисусран туннине илер (Марк 14:66—72). Петр ҫынсенчен хӑраса тӑрас мар тесе мӗн тума пултарнӑ пулӗччӗ?

    •   Кӑмӑл туртать пулсан, хӑв вуланӑ Библири сыпӑка тӗпе хурса хӑвӑн калавна шутласа кӑлар. Ҫав сыпӑкран мӗн усӑллине пӗлтӗн, ҫавсене хӑвӑн калавна кӗртме пултаратӑн (Рим 15:4).

      Библире мӗн вуланине куҫ умне кӑларса тӑратма тӑрӑш

 Тарӑнрах тӗпче

 Эсӗ вак-тӗвексене курма тӑрӑшатӑн пулсан, тӳрех курӑнман тарӑн шухӑшсене асӑрхама пултарӑн. Хӑш-пӗр чухне сыпӑкри пӗр-икӗ сӑмах питӗ пӗлтерӗшлӗ пулма пултарать.

 Сӑмахран, Матфей 28:7-мӗш сӑвӑ йӗркине Марк 16:7-мӗш сӑвӑ йӗркипе танлаштарса пӑх.

  •    Мӗншӗн Марк Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене «тата Петра» курӑнасшӑн пулнӑ тесе ҫырнӑ?

  •  Тупсӑм: Марк ҫав событисене хӑй курман; вӗсем ҫинчен ӑна Петр каласа панӑ пулмалла.

  •  Тарӑн шухӑш. Мӗншӗн Петр хӑйне Иисус курасшӑн пулнине пӗлсен савӑннӑ пулас? (Марк 14:66—72). Иисус Петршӑн чӑн-чӑн тус пулнине мӗнле кӑтартнӑ? Эсӗ те, Иисус пекех, ыттисемшӗн лайӑх тус пулас тесе мӗн тума пултаратӑн?

 Библирен мӗн вуланине куҫ умне кӑларса тӑратнӑ чухне тата тарӑннӑн тӗпченӗ чухне Библие вулама интереслӗрех пулса пырать!