чӑвашла
Христианин медицина пулӑшӑвне илме пултарать-и?
https://cms-imgp.jw-cdn.org/img/p/502013146/univ/art/502013146_univ_sqr_xl.jpg
ijwbq 39 статья

Христианин медицина пулӑшӑвне илме пултарать-и?

Христианин медицина пулӑшӑвне илме пултарать-и?

Библире мӗн каланӑ?

 Пултарать. Христиансем медицина пулӑшӑвне илме пултарнине Иисусӑн сӑмахӗсем кӑтартса параҫҫӗ. Вӑл: «Тухтӑр сыввисене мар, чирлисене кирлӗ», — тенӗ (Матфей 9:12). Библи медицина справочникӗ мар пулсан та, унта Турра юрас текенсем валли усӑллӑ принципсем пур.

Хамӑра тӗрӗслеме пулӑшакан ыйтусем

 1. Мана мӗнле меслетпе сипленме сӗннине эпӗ ӑнланатӑп-и? Библи пире «кирек епле сӑмаха та» ӗненсе лартас вырӑнне шанӑҫа тивӗҫлӗ информаци шырама хавхалантарать (Ытарӑшсем 14:15).

 2. Ытти специалистсем те мӗн шутланине манӑн ыйтса пӗлмелле мар-ши? «Канашҫӑсем йышлӑ» пулни, уйрӑмах эсир хӑвӑра питӗ йывӑр туйнӑ чухне, усӑллӑ пулма пултарать (Ытарӑшсем 15:22).

 3. Ҫак сипленмелли меслетпе усӑ курма килӗшсен эпӗ юнран сыхланмалла текен Библири заповеде пӑсмастӑп-и? (Апостолсен ӗҫӗсем 15:20).

 4. Диагностика е сипленмелли меслет спиритизмпа ҫыхӑнман-и? Библи спиритизма сивлет (Галати 5:19—21). Сипленмелли меслет спиритизмпа ҫыхӑннипе ҫыхӑнманнине курас тесе ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр:

  •   Сиплекен ҫын спиритизмпа явӑҫмасть-ши?

  •   Сиплекен ҫын тарӑхса кайнӑ турӑсем чир-чӗр янине е курайман ҫынсем тухатласа панине ӗненмест-и? Вӑл сӗнекен сипленмелли меслет ҫакӑнпа ҫыхӑнман-и?

  •   Эмеле туни е унпа усӑ курни спиритизмпа, сӑмахран, тухатланипе, парнесем кӳнипе, йӑла-йӗркесемпе е асамлӑ япаласемпе усӑ курнипе, ҫыхӑнман-и?

 5. Эпӗ хам сывлӑх пирки ҫеҫ шутласа ҫӳреместӗп-и? Библире: «Эсир хӑвӑрӑнни ҫинче ҫеҫ тӑманнине пурте курса тӑччӑр», — тенӗ (Филиппӑ 4:5). Ӑслӑ-тӑнлӑ пулни пире чи малтан «мӗн кирлӗрех» пулни ҫинчен, сӑмахран Иеговӑшӑн ӗҫлесси ҫинчен, шухӑшлама пулӑшӗ (Филиппӑ 1:10; Матфей 5:3).