Укҫа вӑл чӑнах та усаллӑх-и?

Укҫа вӑл чӑнах та усаллӑх-и?

Библире мӗн каланӑ?

 Ҫук. Библире укҫа вӑл усаллӑх е пур йывӑрлӑх та укҫаран пуҫланать тесе каламан. «Укҫа вӑл — усаллӑх» текен сӑмах ҫаврӑнӑшӗ вӑл Библири сӑмахсене пӑсса калани. Тӗрӗссипе вара, Библире ҫакӑн пек каланӑ: «Мӗнпур усаллӑхӑн тымарӗ — укҫана юратни» (1 Тимофей 6:10).

 Библире укҫа пирки мӗн каланӑ?

 Библире ҫакӑн пек каланӑ: укҫа-тенкӗ ҫине тӗрӗс пӑхсан, укҫа пурнӑҫра пулӑшать тата хӳтлӗх те пама пултарать (Екклесиаст 7:12). Унта ыттисене пулӑшакан ҫын пирки, ҫавӑн пекех ыттисене укҫа-тенкӗпе пулӑшакан ҫын пирки те ырласа каланӑ (Ытарӑшсем 11:25).

 Ҫав вӑхӑтрах Библи пире укҫа-тенкӗ пурнӑҫра чи кирли пулса ан тӑтӑр тесе асӑрхаттарать. Унта ҫапла каланӑ: «Укҫана ан хапсӑнӑр, мӗн пуррипе ҫырлахӑр» (Еврейсем 13:5). Ҫакна мӗнле ӑнланмалла? Укҫа ҫине тӗрӗс пӑхма вӗренмелле тата пуясшӑн ҫунмалла мар. Ун вырӑнне, пирӗн мӗн пуррипе тата хамӑра чӑннипех мӗн кирлипе ҫырлахма вӗренмелле — мӗн кирли шутне вара апат-ҫимӗҫ, тумтир тата пурӑнмаллли вырӑн кӗрет (1 Тимофей 6:8).

 Мӗншӗн Библи укҫана ан юратӑр тесе асӑрхаттарать?

 Ҫӑткӑн ҫын ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илеймӗ (Эфес 5:5). Мӗншӗн? Сӑмахран, ҫӑткӑнлӑх вӑл — йӗрӗхсене пуҫҫапнипе пӗрех (Колоссӑ 3:5). Унсӑр пуҫне, ҫӑткӑн ҫынсем хӑйсен кӑмӑлне ҫырлахтарас тесе час-часах нравственность нормисене пӑсаҫҫӗ. Ытарӑшсем 28:20-мӗшӗнче ҫапла каланӑ: «Пуйма васкакан вара — хаса курмасӑр юлмӗ». Ҫӑткӑн ҫын укҫашӑн тӗрлӗ усал ӗҫсем тума пултарать — ыттисене шантаж тума, вӗсен укҫипе япалисене вӑйпа туртса илме, улталама, ҫынсене вӑрлама тата вӗлерме пултарать.

 Укҫана юратни ҫынна ҫавӑн пек усал ӗҫсем тума хистемесен те, ҫакӑ пурпӗр япӑх вӗҫленме пултарать. Библире каланӑ тӑрӑх, «пуяс теекенсем улталанаҫҫӗ, танатана лекеҫҫӗ; сиен кӳрекен темиҫе тӗрлӗ ухмах непсӗ хыҫҫӑн каяҫҫӗ» (1 Тимофей 6:9).

 Библире укҫа пирки панӑ канашсем пире мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

 Эпир укҫашӑн нравственность нормисене пӑсмастпӑр пулсан тата Турра мӗн юрӑхлӑ, ҫавна хирӗҫ каймастпӑр пулсан, эпир хамӑра хисеплеме пуҫлӑпӑр тата ҫавӑншӑн пире Турӑ ырласа, пулӑшса тӑрӗ. Турӑ хӑйне чун-чӗререн юрама тӑрӑшакансене ҫакӑн пек сӑмах парать: «Эпӗ сана пӑрахмӑп, Эпӗ сана хӑвармӑп» (Еврейсем 13:5, 6, Ҫӗнӗ Халал). Ҫавӑн пекех вӑл хӑйне «шанчӑклӑ ҫын пиллӗхпе пуян» пулать тесе шантарать (Ытарӑшсем 28:20).