Турӑ пурнӑҫӑн тӗрлӗ формисене тунӑ чухне эволюципе усӑ курнӑ-и?

Турӑ пурнӑҫӑн тӗрлӗ формисене тунӑ чухне эволюципе усӑ курнӑ-и?

Библире мӗн каланӑ?

 Ҫук. Библире Турӑ ҫынна тунӑ тесе тӳррӗн каланӑ. Ҫавӑн пекех унта Турӑ чӗрчунсене «ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе» тата «хӑй йышши, хӑй евӗрлӗ вӑрлӑх... хӑй йышши ҫимӗҫ» тӑвакан ӳсентӑрансем пултарнӑ тесе те уҫӑмлӑн каланӑ a (Пултарни 1:12, 21, 25, 27; Ӳлӗмхине 4:11). Библире каланӑ тӑрӑх, ҫынсем пурте Адампа Евӑран, ҫынсен пӗрремӗш мӑшӑрӗнчен, пулса кайнӑ (Пултарни 3:20; 4:1). Библире Ҫут тӗнчене мӗнле туни ҫинчен калани Турӑ пурнӑҫӑн тӗрлӗ формисене эволюципе усӑ курса тунӑ текен теорипе килӗшсе тӑмасть (ҫак теорине хӑш-пӗр чухне теизм эволюцийӗ теҫҫӗ). Ҫав вӑхӑтрах Библи пӗр ӑрӑва кӗрекен чӗрӗ чунсем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑраҫҫӗ текен наука факчӗсене хирӗҫлемест b.

 Турӑ эволюципе усӑ курнӑ-и?

 Теизм эволюци майлӑ тӑракан ҫынсем, урӑхла каласан, Турӑ пурнӑҫа тума эволюципе усӑ курнӑ тесе ӗненекен ҫынсем, вӑл ҫавна мӗнле туни ҫинчен тӗрлӗрен ӑнлантарса параҫҫӗ. «Британи энциклопедийӗнче» каланӑ тӑрӑх, хӑш-пӗр ҫынсем «Турӑ чӗрӗ чунсен тӗнчине тунӑ чухне хӑй тӗллӗн пулса пыракан суйлава йӗркелесе пынӑ» тесе ӗненеҫҫӗ c.

 Теизм эволюцийӗ шутне ҫак шухӑшсем те кӗме пултараҫҫӗ:

  •   Чӗрӗ организмсем пурте пӗр йӑхран пулса кайнӑ.

  •   Пӗр пурнӑҫ форми эволюцие пула тепӗр пурнӑҫ форми пулса тӑма пултарать (хӑш-пӗр чухне ҫавӑн пек улшӑнусем пирки макроэволюци теҫҫӗ).

  •   Эволюци процесӗсене Турӑ йӗркелесе тӑрать.

 Эволюци Библипе килӗшсе тӑрать-и?

 Теизм эволюцийӗ Библире Ҫут тӗнчене мӗнле туни ҫинчен каласа панине тӗрӗс мар пек кӑтартса парать. Анчах та Иисус Пултарни кӗнекере мӗн калани пирки шанӑҫа тивӗҫлӗ факт тесе палӑртнӑ (Пултарни 1:26, 27; 2:18—24; Матфей 19:4—6). Библире каланӑ тӑрӑх, Иисус ҫӗр ҫине киличчен тӳпере пурӑннӑ тата Турра мӗн пуррине пурне те тума пулӑшнӑ (Иоанн 1:3). Ҫавӑнпа та Турӑ пурнӑҫӑн тӗрлӗ формисене тунӑ чухне эволюципе усӑ курнӑ текен теори Библи вӗрентӗвӗсемпе килӗшсе тӑмасть.

 Чӗрчунсемпе ӳсентӑрансем тавралӑха хӑнӑхас тесе тӑвакан улшӑнусем эволюцие ҫирӗплетсе параҫҫӗ-и?

 Пӗр ӑру хушшинче мӗнле улшӑнусем пулма пултарассине Библи ӑнлантарса памасть. Анчах та пӗтӗҫтернине е тавралӑх витӗм кӳнине пула чӗрчунсен е ӳсентӑрансен урӑх тӗсӗсем пулса кайма пултарнине Библи хирӗҫлемест. Хӑш-пӗрисем ҫавӑн пек улшӑнусем пирки эволюци теҫҫӗ пулин те, ку эволюци мар, мӗншӗн тесен пӗтӗҫтерние е тавралӑх витӗм кӳнине пула пурнӑҫӑн ҫӗнӗ формисем пулса каймаҫҫӗ.

a Библире «ӑру» текен сӑмахӑн пӗлтерӗшӗ учёнӑйсем усӑ куракан «тӗс» текен сӑмахӑн пӗлтерӗшӗнчен анлӑрах. Хӑш-пӗр чухне учёнӑйсем ҫӗнӗ тӗс пулса кайнӑ теҫҫӗ, тӗрӗссипе вара ҫакӑ вӑл эволюци мар, ӑру хушшинчи тӗрлӗлӗхе ҫеҫ кӑтартса парать — Библире «ӑру» сӑмахпа шӑп ҫапла усӑ курнӑ та.

b Хӑш-пӗр чухне ҫакӑн пек улшӑнусем пирки микроэволюци теҫҫӗ.

c Хӑй тӗллӗн пулса пыракан суйлав вӑл — тавралӑха питӗ лайӑх хӑнӑхнӑ чӗрчунсемпе ӳсентӑрансем хӑй тӗллӗн суйланса пырса чӗрӗ юлаҫҫӗ тата ӗрчеҫҫӗ текен теори.