чӑвашла
Эп кашни минута хаклап
https://cms-imgp.jw-cdn.org/img/p/502900115/univ/art/502900115_univ_sqr_xl.jpg

Эп кашни минута хаклап

Эп кашни минута хаклап

Уҫласа илӗр:

  1. 1. Кунҫул иртсе каять тӗтре пек,

    Чечек пек тӑкӑнать часах.

    Юрату ҫурхи хӗвел ӑшши пек,

    Вӑл пире ҫутатать, ӑшӑтать, вӑл иртмест.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Ҫывӑх ҫын ҫинчен манатпӑр, каятпӑр юхӑм май,

    Юрату манса каятпӑр кӑтартма.

    «Вӗт ыран та вӑхӑт пулӗ», — калатпӑр хамӑра,

    Ӳкӗнсе кайран ҫӳретпӗр кулянса.

    Вӑхӑт маншӑн питӗ хаклӑ, эп кашни минута хаклап.

  2. 2. Таврари илемпе киленсе

    Эп курап Туррӑн юратӑвне.

    Ман ӑна мухтаса тӑрас килет —

    Кашни кун эп ӑна мухтавлам, чыс кӳрем.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Ҫывӑх ҫын ҫинчен манатпӑр, каятпӑр юхӑм май,

    Юрату манса каятпӑр кӑтартма.

    «Вӗт ыран та вӑхӑт пулӗ», — калатпӑр хамӑра,

    Ӳкӗнсе кайран ҫӳретпӗр кулянса.

    Вӑхӑт маншӑн питӗ хаклӑ, эп кашни минута хаклап.

    КАҪӐ

    Ак малта питӗ чаплӑ ҫӗн тӗнче.

    Вӑл — Иеговӑран парне.

    Шеллемесп уншӑн хамӑн вӑхӑта.

    Кашни минута хаклап.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Ҫывӑх ҫын ҫинчен манмастӑп, каймастӑп юхӑм май,

    Юрату манса каймастӑп кӑтартма.

    «Вӗт ыран та вӑхӑт пулӗ», — тесе эпӗ шутламасп,

    Манӑн кулянса ҫӳрес килмест кайран.

    Вӑхӑт маншӑн питӗ хаклӑ, эп кашни минута хаклап.