ИНТЕРЕСА АТАЛАНТАРӐР
9-МӖШ УРОК
Хӗрхенӳ
Библири принцип: «Савӑнакансемпе савӑнӑр, йӗрекенсемпе йӗрӗр» (Рим 12:15).
Иисус мӗн тунӑ?
1. ВИДЕО пӑхӑр е Марк 6:30—34 вулӑр. Унтан ҫак ыйтусем ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр:
Иисусран эпир мӗне вӗренетпӗр?
2. Эпир ҫынсене ырӑ хыпар каласа парасшӑн ҫеҫ мар, эпир вӗсене пулӑшасшӑн та.
Иисусран тӗслӗх илӗр
3. Тимлӗ итлӗр. Ҫынна хӑйӗн шухӑшӗсене калама парӑр. Вӑл хӑй мӗн шутлани, мӗн туйни тата хӑйне мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен каласа парать пулсан, ӑна ан пӳлӗр тата калаҫӑва урӑх еннелле пӑрса ан ярӑр. Тимлӗ пулӑр, ҫапла эсир ҫынна унӑн шухӑшӗсене хисепленине кӑтартатӑр.
4. Ҫын ҫинчен шухӑшлӑр. Ҫынпа хӑвӑр мӗн ҫинчен калаҫни пирки шухӑшласа пӑхӑр та хӑвӑра ҫакӑн пек ыйтусем парӑр:
5. Ҫынна пулӑшма пултаракан япаласем ҫинчен калаҫӑр. Май ҫитнӗ таран хӑвӑртрах Библи вӗренни ӑна хӑйне мӗнле усӑ пама пултарнине тата хӑйне хумхантаракан ыйтусен хуравӗсене тупма мӗнле пулӑшнине кӑтартӑр.