Шанчӑк. Вӑл чӑнах та пулӑшать-ши?
Шанчӑк. Вӑл чӑнах та пулӑшать-ши?
ДЭНИЕЛ вунӑ ҫулта ҫеҫ пулнӑ пулсан та, йывӑр чирпе — ракпа — кӗрешнӗ. Тухтӑрсем те, тус-тӑванӗсем те шанчӑка ҫухатнӑ пулнӑ, анчах та Дэниел парӑнман. Вӑл ӳссе ҫитӗнсе тӗпчевҫӗ пулса тӑма тата рак чирӗнчен сипленмелли эмел тупма ӗмӗтленнӗ. Тата вӑл хӑй патне пӗр тухтӑр пырасса питӗ кӗтнӗ. Дэниел ҫав тухтӑр хӑйне сыватасса шаннӑ, мӗншӗн тесен вӑл питӗ лайӑх специалист пулнӑ. Акӑ тухтӑр килес кун ҫитнӗ. Анчах та ҫанталӑк питӗ япӑх пулнӑран вӑл килеймен. Вара Дэниелӑн шанчӑкӗ пӗтнӗ. Ӑна урӑх нимӗн те интереслентермен, нимӗн те савӑнтарман. Темиҫе кунран вӑл вилсе кайнӑ.
Ҫак тӗслӗхе пӗр тӗпчевҫӗ каласа панӑ, вӑл шанчӑк сывлӑх ҫине мӗнле витӗм кӳнине тӗпченӗ. Тен, эсир те ҫавӑн пекрех тӗслӗхсем ҫинчен илтнӗ. Сӑмахран, вилес патне ҫитнӗ ватӑ ҫын пӗр-пӗр куна — ҫывӑх ҫын килес е паллӑ событи пулас куна — питӗ кӗтнӗ. Ҫав кун иртсен вара темиҫе кунран вӑл вилнӗ. Мӗншӗн ҫапла пулса тухать-ши? Шанчӑк пирӗн ҫине чӑнах та вӑйлӑ витӗм кӳрет-ши?
Ытларах та ытларах ученӑй шутланӑ тӑрӑх, лайӑххи ҫинчен шухӑшлани, савӑнма пӗлни тата шанчӑк пурри ҫын пурнӑҫӗ ҫине те, унӑн сывлӑхӗ ҫине те вӑйлӑ витӗм кӳрет. Анчах та хӑш-пӗр тӗпчевҫӗсем вӗсемпе килӗшмеҫҫӗ, ҫакӑ наукӑпа килӗшсе тӑмасть теҫҫӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫыннӑн сывлӑхӗ ҫине унӑн кӑмӑл-туйӑмӗ витӗм кӳмест, ҫын чирлессе те бактерисене, вируссене пула е аманнине пула чирлет.
Шанчӑк пулӑшмасть тесе калакансем яланах пулнӑ. Сӑмахран, пин-пин ҫул каялла Аристотеле, грек философне, шанчӑк мӗн иккенне ӑнлантарса пама ыйтсан, вӑл ҫапла хуравланӑ: «Шанчӑк вӑл — ҫывӑрмасӑр тӗлӗк курни». Бенджамин Франклин вара, XVIII ӗмӗрте пурӑннӑ Америкӑри политик, шанчӑк ҫинчен ҫапла каланӑ: «Кам шанчӑкпа пурӑнать, ҫавӑ выҫса вилет».
Апла, мӗн-ши вӑл шанчӑк? Ҫынна йӑпатма пултаракан пуш ӗмӗт кӑна-и? Е вӑл чӑнах та пулӑшать-и: сывлӑх ҫине витӗм кӳрет тата телейлӗ тӑвать?