Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Лайӑх пурнӑҫ пуласса шанма пулать-и?

Лайӑх пурнӑҫ пуласса шанма пулать-и?

ХАЛЬХИ пурнӑҫ вӑл — Турӑ туса парасшӑн пулнӑ пурнӑҫ мар. Пурне те тунӑ Туррӑн влаҫне хисеплекен, унӑн канашӗсене итлекен тата унӑн лайӑх енӗсене кӑтартакан ҫынсен ҫӗр ҫинче пурӑнмалла пулнӑ. Вӗсем пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма, ачисене пӑхса ӳстерме, ҫӗнӗ япаласем шухӑшласа кӑларма тата ҫӗре рай туса хума пултарнӑ.

ТУРӐ ҪӖР ҪИНЧИ ПУРНӐҪ ХӐЙ КАЛАСА ХУНӐ ПЕК ПУЛАТЬ ТЕСЕ СӐМАХ ПАРАТЬ

  • «[Турӑ] вӑрҫа ҫӗр чиккине ҫитиех чар[ать]» (Псалом 45:10).

  • «Ҫӗре пӗтерекенсене пӗтерме вӑхӑт ҫитрӗ» (Ӳлӗмхине 11:18).

  • «Пӗри те: „эпӗ чирлӗ“ тесе каламӗ» (Исаия 33:24).

  • «Эпӗ суйласа илнийӗсем хӑйсен алли ӗҫӗпе чылайччен усӑ курӗҫ» (Исаия 65:22).

Ҫак пророкла каланӑ сӑмахсем мӗнле пурнӑҫланӗҫ? Турӑ хӑйӗн Ывӑлне, Иисус Христоса, тӳпери пӗр кӑлтӑксӑр правительствӑн Патши пулма лартнӑ, ҫав правительство вара ҫӗре пуҫ пулса тытса тӑрӗ. Библире ҫав правительство пирки Турӑ Патшалӑхӗ тенӗ (Даниил 2:44). Иисус пирки Библире ҫапла каланӑ: «Турӑ Ӑна... патша пуканне парӗ; Вӑл... Патша пулӗ» (Лука 1:32, 33).

Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне тӗлӗнмелле ӗҫсем нумай тунӑ, ҫапла вӑл Турӑ Патшалӑхӗнче патшара ларнӑ чухне ҫынсен пурнӑҫне калама ҫук лайӑх туса парассине кӑтартса панӑ.

ТУРРА ИТЛЕКЕН ҪЫНСЕМ ВАЛЛИ МӖН ТУСА ПАРАССИНЕ КӐТАРТНӐ ИИСУС

  • Вӑл ҫынсене тӗрлӗ чиртен сыватнӑ. Ҫапла вӑл этемлӗхе пур чир-чӗртен те сыватассине кӑтартса панӑ (Матфей 9:35).

  • Вӑл тинӗсе лӑплантарнӑ. Ҫутҫанталӑк вӑйӗсемпе хуҫаланма пултарнӑран вӑл ҫынсен пурнӑҫне хӳтӗлесе тӑрӗ (Марк 4:36—39).

  • Вӑл пин-пин ҫынна тӑрантарнӑ. Апла пулсан, вӑл ҫынсене пурӑнма мӗн кирлине пурне те парса тӑрӗ (Марк 6:41—44).

  • Вӑл туйра шывран эрех тунӑ. Эппин, вӑл ҫынсене савӑнса пурӑнма пулӑшӗ (Иоанн 2:7—11).

Турӑ хӑйне юратакансем валли хатӗрлесе хунӑ пурнӑҫа илес тесен пирӗн мӗн тумалла? Библире пурнӑҫ патне илсе пыракан ҫул пур тенӗ, пирӗн вара ӑна тупмалла (Матфей 7:14).

ЛАЙӐХ ПУРНӐҪ ПАТНЕ ИЛСЕ ПЫРАКАН ҪУЛА ШЫРАНИ

Пурнӑҫ патне илсе пыракан ҫул мӗн вӑл? Турӑ калать: «Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, сана ырра вӗрентекенӗ, сана каймалли ҫулупа ертсе пыраканӗ» (Исаия 48:17). Ҫав ҫулпа пырсан эсир чи лайӑх пурнӑҫпа пурӑнӑр.

Иисус каланӑ: «Эпӗ — ҫул та, чӑнлӑх та, чӗрӗлӗх те» (Иоанн 14:6). Иисус мӗн каланине тытса тӑратпӑр пулсан тата унран тӗслӗх илетпӗр пулсан, эпир Турӑпа ҫывӑхланӑпӑр тата пирӗн пурнӑҫ та лайӑхланӗ.

Ҫав ҫула мӗнле тупмалла? Нумай тӗн пур, анчах Иисус ҫапла асӑрхаттарнӑ: «Мана: „эй Ҫӳлхуҫамӑр! эй Ҫӳлхуҫамӑр!“ тесе калакан кашни ҫынах Ҫӳлти Патшалӑха кӗреймӗ, унта Ҫӳлти Аттемӗн ирӗкне пурӑнӑҫлакан ҫеҫ кӗрейӗ» (Матфей 7:21). Вӑл ҫакӑн пек те каланӑ: «Вӗсене эсир ӗҫӗсенчен пӗлӗр» (Матфей 7:16). Библи пире хӑш тӗн чӑн тӗн пулнине пӗлме тата суя тӗне сирсе яма пулӑшать (Иоанн 17:17).

Пурнӑҫ патне илсе каякан ҫулпа мӗнле утма пуҫламалла? Ҫавна тӑвас тесен Пурнӑҫ Параканпа паллашмалла. Ун ҫинчен ҫаксене пӗлмелле: кам вӑл, вӑл мӗн ятлӑ, мӗнлерех вӑл, мӗн тӑвать вӑл тата пирӗнтен вӑл мӗн кӗтет *.

Турӑ ҫынсене ӗҫлесе, апат-ҫимӗҫ ҫисе, вӑйӑ-кулӑ выляса тата ача-пӑча пӑхса ӳстерсе пурӑнтарасшӑн ҫеҫ мар. Пирӗн хамӑра тунӑ Турра пӗлме тата унӑн тусӗсем пулса тӑма май пур. Эпир вӑл каланӑ пек пурӑннипе ӑна юратнине кӑтартма пултаратпӑр. Иисус каланӑ: «Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ вӑл — Сана, пӗртен-пӗр чӑн Турра, пӗлни» (Иоанн 17:3).

ТУРӐ ПИРЕ БИБЛИ УРЛӐ УСӐЛЛИНЕ ВӖРЕНТЕТ (ИСАИЯ 48:17)

ҪАВ ҪУЛПА УТМА ПУҪЛӐР

Пӗртен-пӗр чӑн Турӑ пирӗнтен мӗн кӗтнине пӗлсе пынӑ май эпир хамӑр пурнӑҫра улшӑнусем тума кирлине ӑнланса пырӑпӑр. Тен, пурнӑҫа улӑштарма питӗ йывӑр пек туйӑнӗ. Анчах, тӗрӗссипе каласан, ҫакӑ вӑл кӑмӑла ҫӗклекен ҫулҫӳрев. Кирек мӗнле ҫулҫӳреве тухнӑ пекех, ҫав ҫулпа утма пуҫламалла ҫеҫ. Турӑ ҫинчен сиксе тухма пултаракан тӗп ыйтусен хуравӗсене тупма пулӑшас тесе Иегова Свидетелӗсем сире тӳлевсӗр Библи вӗренме сӗнеҫҫӗ. Хӑҫан тата ӑҫта вӗренмеллине эсир хӑвӑр суйласа хума пултаратӑр. Библи вӗренес килни пирки www.jw.org сайт урлӑ пӗлтерме пулать.