БИБЛИРИ СӐМАХ ҪАВРӐНӐШӖ
Турӑ «ӗлӗк те ҫылӑхсене каҫарнӑ»
Иисус пирӗншӗн хӑйӗн юнне тӑкса тӳлесе илме панӑ парнене панине пула ҫеҫ пирӗн ҫылӑхсем каҫарӑнма пултараҫҫӗ (Эф. 1:7). Анчах та Библире Турӑ «тӳсӗмлӗ пулса ӗлӗк те ҫылӑхсене каҫарнӑ» тенӗ, урӑхла каласан, Иисус хӑйӗн пурнӑҫне тӳлесе илме панӑ парне пек паричченех Турӑ ҫылӑхсене каҫарнӑ (Рим 3:25). Мӗншӗн Иегова ҫавна законлӑ майпа, хӑйӗн тӗрӗслӗх нормисене пӑсмасӑр, тунӑ теме пулать?
Турӑ вӑрлӑх, е тӑхӑм, пуласси пирки хӑй сӑмах парсанах тӳлесе илме панӑ парне пирки ӑна тӳленӗ ӗнтӗ тесе шутланӑ (Пулт. 3:15; 22:18). Иегова хӑй палӑртса хунӑ вӑхӑтра пӗртен-пӗр Ывӑлӗ хатӗр пулсах хӑйӗн пурнӑҫне парасси пирки иккӗленмен (Гал. 4:4; Евр. 10:7—10). Иисусӑн та ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне ҫылӑхсене каҫарма власть пулнӑ. Мӗншӗн вӑл ҫылӑхсене каҫарма пултарнӑ? Мӗншӗн тесен хӑй пуласлӑхра тӳлесе илме панӑ парне парсан ҫынсен ҫылӑхӗсем каҫарӑнасса пӗлнӗ (Матф. 9:2—6).