Вулакансен ыйтӑвӗсем
Хӑш-пӗр куҫарусенче Псалом 11:8, 9 сӑвӑ йӗркисенче: «Эсӗ вӗсене упраса хӑварӑн», — тенӗ. Мӗншӗн унта «мӗскӗнсем» пирки (6-мӗш сӑвӑ йӗрки) сӑмах пырать тесе калама пулать?
Псалом 11:2—5 сӑвӑ йӗркисенче «этем ывӑлӗсем хушшинче тӳрӗ ҫын ҫук» тенӗ. Малалла 6-мӗш сӑвӑ йӗркинчен пуҫласа 9-мӗш таран ҫапла каланӑ:
«Ҫӳлхуҫа калать:
кӗлмӗҫсем асапланнине кура,
мӗскӗнсем хуйхӑрнине кура
халех тӑрам та —
тытма шутласа хунӑ ҫынна шанчӑклӑ ҫӗре тӑратам, тет.
Ҫӳлхуҫа сӑмахӗсем — таса сӑмахсем,
вӗсем — тӑприне вучахра ҫунтарса, ҫичӗ хут шӑратса тасатнӑ кӗмӗл.
Этем ывӑлӗсем хушшинче ӑҫтиҫуксем асла тухсассӑн та, пур ҫӗрте те усал ҫынсем ҫӳресессӗн те, эй Турӑ, Эсӗ пире упраса хӑварӑн,
ҫак ӑруран ӗмӗрех сыхласа усрӑн».
6-мӗш сӑвӑ йӗркинче Турӑ мӗскӗнсем валли мӗн тӑвассине каланӑ: вӑл вӗсене ҫӑлӗ.
7-мӗш сӑвӑ йӗркинче «Ҫӳлхуҫа сӑмахӗсем — таса сӑмахсем... шӑратса тасатнӑ кӗмӗл пек» тенӗ. Пур шанчӑклӑ христианин та ҫакӑнпа килӗшет (Пс. 17:31; 118:140).
8-мӗшпе 9-мӗш сӑвӑ йӗркисенче вара хӑш-пӗр куҫарусенче: «Эсӗ вӗсене упраса хӑварӑн», — тенӗ. Унчченхи сӑвӑ йӗркинче «Ҫӳлхуҫа сӑмахӗсем» пирки каланӑран, хӑш-пӗрисем кунта Турӑ хӑйӗн сӑмахӗсене упрани ҫинчен каланӑ тесе шутлаҫҫӗ. Турӑ хӑйӗн Сӑмахне чӑнах та хӳтӗлет. Тӑшмансем Библие вулама, куҫарма чарнине тата тӗп тӑвасшӑн пулнине пӑхмасӑрах вӑл упранса юлнӑ (Ис. 40:8; 1 Пётр 1:25).
Анчах та Иегова 6-мӗш сӑвӑ йӗркинче асӑннӑ кӗлмӗҫсемпе мӗскӗнсене те хӳтӗлет (Иов 36:15; Пс. 6:5; 30:2, 3; 53:9; 144:20).
Апла, 8-мӗшпе 9-мӗш сӑвӑ йӗркисенче ҫырнӑ тӑрӑх, Иегова кама е мӗне хӳтӗлет: хӑйӗн халӑхне-и е хӑйӗн Сӑмахне?
Ҫак псалома тӗплӗнрех тӗпчесен, унта ҫынсем пирки сӑмах пынине ӑнланса илме пулать.
11-мӗш Псалом пуҫламӑшӗнче Давид хӑй тата унӑн шанчӑклӑ ҫыннисем суяна тата ултава пула хӗн курни ҫинчен калать. Унтан хӑйсен чӗлхипе ыттисене хӗн кӑтартакансене (4-мӗш сӑвӑ йӗрки) Иегова пӗтересси пирки ҫырнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, ҫак псаломра Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсен хутне кӗресси ҫинчен каланӑ. Эпир вара Турра шанма пултаратпӑр, мӗншӗн тесен унӑн сӑмахӗсем таса тесе ҫырнӑ.
Эппин, 8-мӗшпе 9-мӗш сӑвӑ йӗркисенче Иегова ҫынсене — усал ҫынсене пула асапланаканскерсене — упраса хӑварасси ҫинчен каланӑ.
Апла пулсан, мӗншӗн-ха хӑш-пӗр Библи куҫарӑвӗсенче ҫак сӑвӑ йӗркинче: «Эсӗ вӗсене упраса хӑварӑн», — тенӗ? Еврей Ҫырӑвӗсен шанӑҫа тивӗҫлӗ копийӗсенче те ҫаплах ҫырнӑ. Анчах та Грек Септуагинтинче «вӑл пире упрать» тата «вӑл пире хӳтӗлет» тесе ҫырнӑ. Эппин, кунта Туррӑн асап куракан шанчӑклӑ ҫыннисем пирки сӑмах пырать. Турӑ вӗсене «ҫак ӑруран», ирсӗр ҫынсенчен, хӳтӗлӗ (Пс. 11:8, 9). Арамей чӗлхи ҫине куҫарнӑ Еврей Ҫырӑвӗсенче ҫак сӑвӑ йӗркисенче ҫапла каланӑ: «Эсӗ, ҪӲЛХУҪА, тӳрӗ ҫынсене хӳтӗлӗн, ҫак усал ӑруран ӗмӗр-ӗмӗрӗпех упрӑн». Ҫакӑ та Псалом 11:8, 9 сӑвӑ йӗркисенче Туррӑн сӑмахӗсем пирки каламаннине кӑтартса парать.
Ҫак сӑвӑ йӗркисем Иегова хӑйне шанчӑклӑ ҫынсене яланах хӳтӗлессине кӑтартса параҫҫӗ.