ХУПЛАШКА ҪИНЧИ ТЕМА | АНГЕЛСЕМ. ВӖСЕМ ЧӐНАХ ТА ПУР-И?
Сирӗн хӑвӑра сыхласа усракан ангел пур-и?
Библире кашни ҫыннӑн хӑйне сыхласа усракан ангел пур тесе каламан. Тӗрӗссипе каласан, пӗррехинче Иисус ҫапла каланӑ: «Астӑвӑр, ҫак пӗчӗкҫӗскерсенчен [Христосӑн вӗренекенӗсенчен] пӗрне те ан хурлӑр; калатӑп сире: вӗсен ангелӗсем тӳпере яланах Ҫӳлти Аттем сӑнне курса тӑраҫҫӗ» (Матфей 18:10). Анчах та ҫак сӑмахсем кашни ҫыннӑн хӑйне сыхласа усракан ангел пуррине пӗлтермеҫҫӗ. Иисус ангелсем унӑн кашни вӗренекенӗпе интересленеҫҫӗ тесе каласшӑн пулнӑ ҫеҫ. Ҫавӑнпа та чӑн христиансем Туррӑн ангелӗсем пире хӳтӗлеҫҫӗ тесе хӑйсен пурнӑҫне хӑрушлӑха кӗртсе ӳкермеҫҫӗ.
Апла, ангелсем ҫынсене пулӑшмаҫҫӗ теме пулать-и? Ҫук, паллах (Псалом 90:11). Хӑш-пӗр ҫынсем Турӑ вӗсене ангел урлӑ хӳтӗленӗ е тӗрӗс йышӑну тума пулӑшнӑ тесе ҫирӗп ӗненеҫҫӗ. Умӗнхи статьяра асӑннӑ Кеннет та ҫапла шутлать. Эпир ҫакна ҫирӗппӗн калама пултараймастпӑр пулин те, тен, ҫапла пулнӑ та. Иегова Свидетелӗсем хӑйсене ырӑ хыпар сарнӑ чухне ангелсем пулӑшнине час-часах туяҫҫӗ. Анчах Турӑ ҫынсене пулӑшас тесе ангелсемпе мӗн таран усӑ курнине пӗлейместпӗр, мӗншӗн тесен эпир ангелсене курма пултараймастпӑр. Апла пулин те, пирӗнпе мӗн лайӑххи пулса иртет, ҫавӑншӑн Пурне те Тума Пултаракана тав тунинче ним япӑххи те ҫук (Колоссӑ 3:15; Иаков 1:17, 18).