Библи мӗн калать?
Ҫӗр ҫинче хӑҫан та пулин тӑнӑҫлӑх, е мир, пулӗ-ши?
Эсир мӗн каланӑ пулӑттӑр?
Пулать.
Пулмасть.
Пӗлместӗп.
Библи мӗн калать?
Иисус Христос ертсе пынӑ чухне ҫӗр ҫинче «уйӑх ҫухаличченех» — урӑхла каласан, ӗмӗр-ӗмӗрех — «тулли тӑнӑҫлӑх пулӗ» (Псалом 71:7).
Библирен тата мӗн пӗлме пулать?
Усал ҫынсем тек пулмӗҫ; ырӑ ҫынсем «тулли тӑнӑҫлӑхпа савӑнса пурӑнӗҫ» (Псалом 36:10, 11).
Турӑ ҫӗр ҫинчи вӑрҫӑсене пӗтерӗ (Псалом 45:9, 10).
Хальхи вӑхӑтра чун канӑҫлӑхне тупма пулать-и?
Хӑш-пӗрисем шутланӑ тӑрӑх, тӗрӗсмарлӑхпа тата хӗн-асаппа тулнӑ тӗнчере чун канӑҫлӑхне тупма май ҫук. Эсир мӗн шутлатӑр?
Библи мӗн калать?
Хальхи вӑхӑтра та, камӑн Турӑпа ҫывӑх хутшӑнусем пур, ҫавсем «нимӗнле ӑс та пӗлейми канӑҫлӑх» туяҫҫӗ (Филиппӑ 4:6, 7).
Библирен тата мӗн пӗлме пулать?
Турӑ тӗрӗсмарлӑхпа хӗн-асапа пӗтерме тата «пурне те ҫӗнӗ» тума сӑмах парать (Ӳлӗмхине 21:4, 5).
Чун канӑҫлӑхне тупас тесен, пирӗн Турӑпа ҫывӑхланмалла (Матфей 5:3, ҪТ).