2 Иоанн 1:1—13
1 Старейшина* — Турӑ суйласа илнӗ хисеплӗ хӗрарӑмпа унӑн ачисем патне. Эпӗ сире чун-чӗререн юрататӑп. Сире эпӗ кӑна мар, чӑнлӑха пӗлекенсем пурте юратаҫҫӗ,
2 мӗншӗн тесен пирӗн ӑшра чӑнлӑх, вӑл пирӗнпе ӗмӗрех пулӗ.
3 Пирӗнпе пӗрле Атте Туррӑн тата унӑн Ывӑлӗн, Иисус Христосӑн, виҫесӗр ырӑлӑхӗ, хӗрхенӗвӗ тата канӑҫлӑхӗ пулӗ, чӑнлӑхпа юрату та пулӗ.
4 Эпӗ санӑн ачусенчен хӑшӗ-пӗрисем, пире Атте хушнӑ пек, чӑнлӑх ҫулӗпе ҫӳренине пӗлтӗм, ҫавӑншӑн питӗ савӑнтӑм.
5 Халӗ вара эпӗ сана, хисеплӗ хӗрарӑм, пӗр-пӗрне юратӑр текен заповеде тытса тӑма ыйтатӑп. (Эпӗ сан пата ҫӗнӗ заповедь ҫинчен мар, пире пуҫламӑшӗнчех панӑ заповедь ҫинчен ҫыратӑп.)
6 Юратни вӑл — унӑн заповечӗсем тӑрӑх пурӑнни. Эсир пуҫламӑшӗнчех илтнӗ заповедь вара ҫакӑ: сирӗн пӗр-пӗрне юратса пурӑнмалла.
7 Тӗнчере ултавҫӑсем нумайланчӗҫ, вӗсем Иисус Христос ӳтленсе килнине йышӑнмаҫҫӗ. Ҫавна йышӑнман ҫын вӑл — ултавҫӑ, анти́христ.
8 Асӑрханӑр, эпир мӗншӗн тӑрӑшса ӗҫленӗ, ҫавна сирӗн ҫухатмалла ан пултӑр, Турӑ сире валли хатӗрлесе хунӑ пиллӗхе пӗтӗмпех илмелле пултӑр.
9 Христос вӗрентнинчен иртекен, унӑн вӗрентӗвне тытса тӑман кирек мӗнле ҫыннӑн та Турӑ ҫук. Христос вӗрентнине тытса тӑракан ҫыннӑн вара Ашшӗ те, Ывӑлӗ те пур.
10 Кам та пулин сирӗн пата килсе Христос вӗрентнипе килӗшӳллӗн вӗрентмест пулсан, ӑна хӑвӑрӑн киле ан кӗртӗр, сывлӑх та ан сунӑр.
11 Мӗншӗн тесен ӑна сывлӑх сунакан унӑн усал ӗҫӗсене хутшӑнать.
12 Манӑн сирӗн пата ҫырса ямалли нумай пулин те, ҫавна эпӗ хут ҫине чернилпа ҫырасшӑн мар. Сирӗн савӑнӑҫ тулли пултӑр тесе эпӗ сирӗн пата пырса куҫа-куҫӑн калаҫасса шанатӑп.
13 Турӑ суйласа илнӗ аппун* ачисем сана салам яраҫҫӗ.