1 Коринф 9:1—27
9 Эпӗ ирӗклӗ мар-им? Эпӗ апостол мар-им? Эпӗ Иисуса, хамӑрӑн Ҫӳлхуҫамӑра, курман-им? Эсир хӑвӑр та эпӗ Ҫӳлхуҫа ӗҫӗнче ӗҫлесе тунӑ ҫимӗҫ мар-им?
2 Ыттисемшӗн эпӗ апостол мар пулсан та, сирӗншӗн эпӗ чӑнах та апостол, мӗншӗн тесен эсир — эпӗ Ҫӳлхуҫан апостолӗ пулнине ҫирӗплетсе паракан пичет.
3 Хама айӑплакансене эпӗ хама хӳтӗлесе ҫапла калатӑп:
4 пирӗн ӗҫме-ҫиме ирӗк ҫук-им?
5 Пирӗн, ытти апостолсем пек, Ҫӳлхуҫан тӑванӗсем пек, Ки́фа* пек, ӗненекен хӗрарӑма качча илсе ӑна хамӑрпа пӗрле илсе ҫӳреме ирӗк ҫук-им?
6 Е пирӗн Варнавӑпа иксӗмӗрӗн ҫеҫ ӗҫлемесӗр пурӑнма ирӗк ҫук?
7 Ҫарта тӑракан салтак хӑй шучӗпе пурӑнать-и? Виноград пахчи лартса ӳстерекен унӑн ҫырлине ҫимӗ-и? Е кӗтӳ пӑхакан кӗтӳри выльӑхӑн сӗтне ӗҫмӗ-и?
8 Эпӗ ҫын шухӑшне кӑна калатӑп-и? Закон та ҫавнах каламасть-и вара?
9 Моисей законӗнче ҫапла ҫырнӑ: «Авӑн ашакан* вӑкӑрӑн ҫӑварне ан хупла*». Турӑ вӑкӑрсем ҫинчен шутлать-ши?
10 Е ҫакна вӑл пирӗншӗн калать? Чӑнах та, ҫакна пирӗншӗн ҫырнӑ, мӗншӗн тесен сухалаканӑн тата авӑн ҫапаканӑн* хӑйӗн пайне илессе шанса ӗҫлемелле.
11 Эпир сирӗн хушшӑрта Турӑ сӑмахне акрӑмӑр пулсан, сирӗнтен хамӑра мӗн кирлине вырса илсен, тӗрӗс мар пулать-и вара?
12 Ыттисен сирӗнтен пулӑшу илме ирӗк пур пулсан, пирӗн тата ытларах ирӗк пур. Ҫапах та эпир ҫак ирӗкпе усӑ курмастпӑр, Христос ҫинчен калакан ырӑ хыпара сарӑлма нимпе те чӑрмантарас мар тесе эпир пурне те чӑтса ирттеретпӗр.
13 Храмра сӑваплӑ тивӗҫсене туса тӑракансем храмри апата ҫинине эсир пӗлместӗр-им? Парне вырӑнӗ умӗнче ӗҫлесе тӑракансем те унта мӗн кӳнинчен пай илсе тӑнине пӗлместӗр-им?
14 Ҫавӑн пекех Ҫӳлхуҫа та ырӑ хыпар саракансем ырӑ хыпар шучӗпе тӑранса пурӑнччӑр тесе хушнӑ.
15 Анчах эпӗ ҫакӑн пек майсенчен нихӑшӗнпе те усӑ курмарӑм. Ҫакна эпӗ сирӗнтен мӗн те пулин илес тесе ҫырмастӑп, мӗншӗн тесен ун пек тӑвиччен маншӑн вилсе выртни лайӑхрах. Никам та манран мухтанмалли сӑлтава туртса илеймӗ!
16 Эпӗ ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳретӗп пулсан, манӑн ним мухтанмалли те ҫук, ку — манӑн яваплӑх. Эпӗ ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳреместӗп пулсан, хуйхӑ пулӗ мана!
17 Эпӗ ҫакна хам ирӗкпе тӑватӑп пулсан, награда илетӗп. Хам ирӗкпе тумасан та, ҫав-ҫавах манӑн ӑна тумалла, мӗншӗн тесен ҫакӑ — мана шанса панӑ ӗҫ.
18 Апла, мана мӗнле награда пулать? Эпӗ ырӑ хыпара тӳлевсӗрех пӗлтерме пултаратӑп, ҫакӑ манӑн награда. Ҫапла туса эпӗ ырӑ хыпара пӗлтерекене панӑ ирӗкпе иртӗхместӗп.
19 Эпӗ ирӗклӗ ҫын пулсан та, май килнӗ таран нумай ҫынна пулӑшас тесе, эпӗ пуриншӗн те чура пулса тӑтӑм.
20 Иудейсене пулӑшас тесе вӗсемшӗн эпӗ иудей пек пулса тӑтӑм. Закона пӑхӑнакансене пулӑшас тесе (хам закона пӑхӑнмастӑп пулин те) вӗсемшӗн эпӗ закона пӑхӑнакан пек пулса тӑтӑм.
21 Законсӑррисене пулӑшас тесе вӗсемшӗн эпӗ законсӑр ҫын пек пулса тӑтӑм (хам вара эпӗ Турӑ умӗнче законсӑр мар, эпӗ Христосӑн законне пӑхӑнса тӑратӑп).
22 Халсӑррисене пулӑшас тесе вӗсемшӗн эпӗ халсӑр пулса тӑтӑм. Хӑшне те пулин ҫӑлас тесе эпӗ пур тӗрлӗ ҫыншӑн та вӗсем пек пулса тӑтӑм, хам мӗн тума пултарнине веҫех турӑм.
23 Эпӗ ырӑ хыпаршӑн, ӑна ыттисене каласа парас тесе, пӗтӗмпех тӑватӑп.
24 Эсир пӗлместӗр-им: ӑмӑртӑва хутшӑнакансем пурте чупаҫҫӗ, анчах наградӑна пӗри кӑна илет. Наградӑна илмешкӗн пӗтӗм вӑйран чупӑр.
25 Ӑмӑртӑва хутшӑнакансем* хӑйсене пур тӗлӗшрен те чаруллӑ тытаҫҫӗ. Вӗсем ҫакна шанса каякан пуҫ кӑшӑлне илессишӗн тӑваҫҫӗ, эпир вара ҫакна шанса кайманнине илессишӗн тӑватпӑр.
26 Ҫавӑнпа эпӗ тӗлли-паллисӗр чупмастӑп, сывлӑша ҫапасшӑн ҫапмастӑп.
27 Ыттисене ырӑ хыпар пӗлтерсе тӑнӑ ҫӗртенех хама Турӑ ырлама ан пӑрахтӑр тесе* эпӗ хамӑн кӗлеткене чаратӑп*, ӑна хама пӑхӑнакан тӑватӑп.
Сноскӑсем
^ Ку Пётрӑн тепӗр ячӗ.
^ Авӑн ашни — урапа е выльӑха кӳлнӗ ятарлӑ хатӗрпе таптаса тырра пучахсенчен уйӑрни.
^ Е «авӑн ашакан вӑкӑра ҫӑварлӑх ан тӑхӑнтарт».
^ Авӑн ҫапни — патакпа е тӑпачӑпа ҫапса тырра пучахсенчен уйӑрни.
^ Е «атлетсем».
^ Е «Турӑшӑн юрӑхсӑр ҫын пулса тӑрас мар тесе».
^ Е «наказани паратӑп; хыттӑн йӗркене кӗртетӗп». Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫапатӑп».