1 Коринф 3:1—23
3 Ҫавӑнпа та, тӑвансем, эпӗ сирӗнпе Туррӑн сывлӑшӗ ертсе пынипе пурӑнакан ҫынсемпе калаҫнӑ пек калаҫаймарӑм. Эпӗ сирӗнпе ҫак тӗнчери ҫынсемпе калаҫнӑ пек, христиансем пулас тӗлӗшрен пӗчӗк ачасемпе калаҫнӑ пек калаҫрӑм.
2 Эпӗ сире хытӑ ҫимӗҫпе мар, сӗтпе тӑрантарса пурӑнтӑм, мӗншӗн тесен эсир хытӑ ҫимӗҫ ҫиме хатӗр марччӗ. Тӗрӗссипе каласан, эсир халӗ те хатӗр мар,
3 вӗт эсир халӗ те ҫак тӗнчери ҫынсем пекех. Эсир кӗвӗҫетӗр тата пӗр-пӗринпе хирӗҫетӗр пулсан, эсир ҫак тӗнчери ҫынсем евӗрлӗ мар-и вара? Хӑвӑра вӗсем пекех тытмастӑр-и?
4 Пӗри «эпӗ Павелӑн вӗренекенӗ», тепри «эпӗ — Аполло́сӑн» тет пулсан, эсир хӑвӑра ытти ҫынсем пекех тытмастӑр-и?
5 Аполло́с кам вара? Павел кам? Сире ӗненекенсем пулса тӑма пулӑшнӑ тарҫӑсем. Эпир Ҫӳлхуҫа хушнине тӑвакансем ҫеҫ.
6 Эпӗ акрӑм, Аполло́с шӑварчӗ, ӳстерессе вара Турӑ ӳстерчӗ,
7 ҫавӑнпа та акакан мар, шӑваракан та мар, ӳстерекен Турӑ мухтава тивӗҫлӗ.
8 Акаканӗ те, шӑвараканӗ те пӗр ӗҫех тӑваҫҫӗ*, анчах кашнийӗ хӑйӗн ӗҫне кура награда илӗ.
9 Мӗншӗн тесен эпир — Турӑпа пӗрле ӗҫлекенсем, эсир вара — Туррӑн хирӗ, Турӑ туса лартакан ҫурт.
10 Турӑ мана хӑйӗн виҫесӗр ырӑлӑхне кӑтартнине пула эпӗ, ҫурт тӑвакан ӑста пек, никӗс хутӑм, тепри вара ун ҫинче ҫурт хӑпартать. Анчах кашнийӗ хӑй мӗнле хӑпартнине асӑрхаса тӑтӑр.
11 Пӗрре хунӑ никӗссӗр пуҫне никам та урӑх никӗс хума пултараймасть. Ҫав никӗс — Иисус Христос.
12 Хӑшӗ-пӗрисем ҫав никӗс ҫинче ҫурт хӑпартнӑ чухне ылтӑнпа, кӗмӗлпе тата хаклӑ йышши чулсемпе усӑ кураҫҫӗ, теприсем йывӑҫпа, утӑпа тата улӑмпа усӑ кураҫҫӗ.
13 Вӑхӑт* ҫитсен, кашнин ӗҫӗ курӑнӗ, мӗншӗн тесен ҫавӑн чухне кам мӗнле туса лартнине вут-ҫулӑм кӑтартса парӗ.
14 Ҫав никӗс ҫинче туса лартни тӑрса юлсан, ҫын награда илӗ.
15 Туса лартни ҫунса каять пулсан, ҫын пысӑк ҫухату тӳсӗ, анчах вӑл хӑй пӗтмӗ. Ҫапах та ҫакӑ вут-ҫулӑм витӗр тухнӑ пекех пулӗ.
16 Эсир Туррӑн храмӗ пулнине тата хӑвӑр ӑшӑрта Туррӑн сывлӑшӗ пурӑннине пӗлместӗр-им?
17 Кам Туррӑн храмне аркатать, ҫавна Турӑ тӗп тӑвӗ, мӗншӗн тесен Туррӑн храмӗ сӑваплӑ, ҫав храм вӑл — эсир.
18 Хӑвӑра хӑвӑр ан улталӑр: сирӗнтен кам та пулин хӑйӗн пирки ҫак тӗнчере* ӑслӑ тесе шутлать пулсан, чӑннипех те ӑслӑ пулас тесе ӑссӑр пулса тӑтӑр.
19 Мӗншӗн тесен ҫак тӗнчен ӑслӑлӑхӗ Турӑшӑн ӑссӑрлӑх. Ҫырура та: «Вӑл ӑслисене хӑйсен чеелӗхӗпех тытать», — тесе ҫырнӑ.
20 Тата ҫапла ҫырнӑ: «Ӑслисен шухӑшӗсем ним усӑсӑр пулнине Иегова* пӗлет».
21 Ҫавӑнпа никам та ҫынпа ан мухтантӑр, мӗншӗн тесен пурте сирӗн:
22 Павел та, Аполло́с та, Ки́фа* та, тӗнче те, пурнӑҫ та, вилӗм те, хальхи те, малашнехи те — пурте сирӗн.
23 Эсир вара — Христосӑн, Христос — Туррӑн.
Сноскӑсем
^ Е «пӗр тӗллевпех ӗҫлеҫҫӗ».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «кун».
^ А5-мӗш приложение пӑхӑр.
^ Ку Пётрӑн тепӗр ячӗ.