Ӳлӗмхи 18:1—24

  • Аслӑ Вавилона ҫӗнтерни (1—8)

    • «Манӑн халӑхӑм... унтан тухса кай» (4)

  • Вавилона ҫӗнтернӗшӗн хуйхӑрни (9—19)

  • Вавилона ҫӗнтернӗшӗн тӳпере савӑнни (20)

  • Вавилона пысӑк чула пӑрахнӑ пек тинӗсе вӑркӑнтарни (21—24)

18  Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ тӳперен тепӗр ангел аннине куртӑм. Унӑн пысӑк власть пурччӗ, вӑл хӑйӗн мухтавӗн ҫутипе ҫӗре ҫутатса ячӗ.  Вӑл хытӑ сасӑпа кӑшкӑрса каларӗ: «Аслӑ Вавилона ҫӗнтерчӗҫ! Пурте пӗлекен аскӑн хӗрарӑм* демонсен пурӑнмалли вырӑнӗ пулса тӑчӗ тата пӗтӗм таса мар сывлӑшсен, пӗтӗм таса мар та йӗрӗнчӗк кайӑксен йӑви пулса тӑчӗ.  Вӑл мӗнпур халӑха хӑйӗн аскӑнланас вӑйлӑ туртӑмӗн* хӗрлӗ эрехне ӗҫтерсе ӳсӗртрӗ. Ҫӗр ҫинчи патшасем унпа аскӑнланса пурӑнчӗҫ*, ҫӗр ҫинчи купсасем вӑл чаплӑ пурнӑҫпа пурӑнассишӗн ҫуннипе пуйса кайрӗҫ».  Тата эпӗ тӳперен урӑх сасӑ илтрӗм, вӑл ҫапла каларӗ: «Манӑн халӑхӑм, унӑн ҫылӑхлӑ ӗҫӗсене хутшӑнас мар тесен тата ӑна паракан наказание илес мар тесен унтан тухса кай.  Мӗншӗн тесен унӑн ҫылӑхӗсем тӳпе таранах ҫитрӗҫ, Турӑ ӑна усал ӗҫӗсемшӗн суд тӑвӗ.  Вӑл ыттисене усал тунӑшӑн хирӗҫ тавӑрӑр ӑна, икӗ хут ытларах тавӑрӑр. Вӑл хӗрлӗ эрех хатӗрленӗ куркарах ун валли икӗ хут ытларах хӗрлӗ эрех хатӗрлӗр.  Хӑйне вӑл мӗн чухлӗ асла хучӗ, мӗн чухлӗ намӑса пӗлмесӗр чаплӑ пурӑнчӗ, ҫавӑн чухлӗ ӑна асаппа хуйхӑ кӑтартӑр. Вӑл хӑй ӑшӗнче: „Эпӗ патшара ларатӑп, эпӗ тӑлӑх арӑм мар, нихӑҫан та хуйхӑ курмӑп“, — тет.  Ҫавӑншӑн ун ҫине пӗр кун хушшинчех асапсем: выҫлӑх, хуйхӑ, вилӗм — ҫитӗҫ, ӑна ҫунтарса ярӗҫ, мӗншӗн тесен ӑна суд тунӑ Иегова* Турӑ хӑватлӑ.  Ҫӗр ҫинчи патшасем, унпа аскӑнланса пурӑннӑскерсем* тата унпа пӗрле намӑса пӗлмесӗр чаплӑ пурӑннӑскерсем, вӑл ҫунакан вут-ҫулӑмран тухакан тӗтӗме курса хытӑ хуйхӑрӗҫ*, уншӑн макӑрӗҫ. 10  Вӗсем те ун пекех асапланасран хӑранипе аякра тӑрса ҫапла калӗҫ: „Хуйхӑ, мӗнле пысӑк хуйхӑ! Аслӑ хула, хӑватлӑ Вавилон! Сана питӗ хӑвӑрт суд турӗҫ-ҫке!“ 11  Ҫӗр ҫинчи купсасем те макӑрӗҫ, хуйхӑрӗҫ, мӗншӗн тесен урӑх никам та вӗсен таварне туянмӗ. 12  Вӗсен таварӗсем: ылтӑн, кӗмӗл, хаклӑ йышши чулсем, ӗнчӗ, паха йӗтӗн, пурҫӑн, пурпур тӗслӗ* тата хӗп-хӗрлӗ пусма, ҫавӑн пекех ырӑ шӑршӑллӑ йывӑҫран, слон шӑмминчен, паха йывӑҫран, пӑхӑртан, тимӗртен тата мрамортан тунӑ япаласем, 13  корица, кардамон, фимиам, ырӑ шӑршӑллӑ ҫу, латӑн, хӗрлӗ эрех, олива ҫӑвӗ, паха ҫӑнӑх, тулӑ, вӑкӑрсем, сурӑхсем, лашасем, кӳлмелли урапасем, чурасемпе ытти ҫынсем* — никама та кирлӗ пулмӗҫ. 14  Эсӗ юратнӑ лайӑх ҫимӗҫсем урӑх ҫук, тутлӑ апатпа чаплӑ япаласем санӑн яланлӑхах пӗтрӗҫ. 15  Ҫак япаласене сутнӑ купсасем, ӑна пула пуйса кайнӑскерсем, хӑйсемпе те ҫапла пулса тухасран хӑраса аякра тӑрӗҫ, вӗсем макӑрӗҫ, хуйхӑрӗҫ. 16  Вӗсем ҫапла калӗҫ: „Хуйхӑ, мӗнле пысӑк хуйхӑ, аслӑ хула! Эсӗ паха йӗтӗн, пурпур тӗслӗ* тата хӗп-хӗрлӗ тумтир тӑхӑнаттӑн, ылтӑнпа, хаклӑ йышши чулсемпе, ӗнчӗпе хитреленеттӗн! 17  Ҫакӑн пек пысӑк пуянлӑх мӗнле хӑвӑрт пӗтрӗ!“ Моряксем, капитансем, матроссем тата тинӗс шучӗпе пурӑнакансем пурте аякра тӑчӗҫ, 18  вӑл ҫунакан вут-ҫулӑмран тухакан тӗтӗме курса вӗсем: „Ҫак аслӑ хулапа мӗнле хула танлашайтӑр?“ — терӗҫ. 19  Пуҫӗсене тусан сапса, макӑрса, хуйхӑрса вӗсем кӑшкӑрса каларӗҫ: „Хуйхӑ, мӗнле пысӑк хуйхӑ, аслӑ хула! Ӑна пула карапсен хуҫисем пурте пуйса кайрӗҫ! Мӗн тери хӑвӑрт пушанса юлчӗ вӑл!“ 20  Тӳпе, савӑн! Сӑваплисем, апостолсем, пророксем, савӑнӑр: Турӑ ӑна сирӗншӗн суд турӗ!» 21  Пӗр вӑйлӑ ангел арман чулӗ пек пысӑк чул илчӗ те ӑна тинӗсе пӑрахса каларӗ: «Вавилона та, ҫак аслӑ хулана, ҫапла вӑркӑнтарӗҫ — вара вӑл урӑх пулмӗ. 22  Вавилонра арфӑпа калакан юрӑҫсен сасси, флейта сасси, труба тата ытти инструментсен сасси тек нихӑҫан та илтӗнмӗ, пӗр ӑстаҫӑ та юлмӗ, арман чулӗн сасси те урӑх илтӗнмӗ. 23  Унта тек ҫутаткӑҫ та ҫунмӗ, хӗрпе каччӑн сасси те илтӗнмӗ. Сан купсусем паллӑ ҫынсем пулнӑ, эсӗ асамлани-тухатланипе мӗнпур халӑх улталаннӑ. 24  Ҫак хула пророксен, сӑваплисен тата ҫӗр ҫинче вӗлернӗ мӗнпур ҫыннӑн юнӗшӗн айӑплӑ».

Сноскӑсем

Е «проститутка».
Е «ҫиллин».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӑйсене кӑкӑрӗнчен ҫапӗҫ».
Е «тӗксӗм хӗрлӗ».
Е «ҫынсен чунӗсем».
Е «тӗксӗм хӗрлӗ».