Рим 16:1—27

  • Павел Фива ятлӑ хӗрарӑм тӑван пирки калать (1, 2)

  • Римри христиансене саламсем яни (3—16)

  • «Пайласа яракансенчен... асӑрханӑр» (17—20)

  • Павелпа пӗр ӗҫ тӑвакансем салам яраҫҫӗ (21—24)

  • Сӑваплӑ вӑрттӑнлӑх уҫӑлчӗ (25—27)

16  Эпӗ сирӗн пата Фивӑна, Кенхрейӑри пухура ӗҫлесе тӑракан пирӗн хӗрарӑм тӑвана, яратӑп.  Ҫӳлхуҫан сӑваплӑ ҫыннисене мӗнле хапӑл туса йышӑнмалла*, ҫапла хапӑл туса йышӑнсамӑр ӑна. Мӗнле те пулин пулӑшу кирлӗ пулсан, ӑна пулӑшӑр, мӗншӗн тесен вӑл хӑй те нумайӑшне, ҫав шутрах мана та, пулӑшрӗ*.  Манран Прискӑпа Акилӑна, Христос Иисусӑн ӗҫне хампа пӗрле туса тӑракансене, салам калӑр.  Маншӑн вӗсем хӑйсен пурнӑҫне те шеллесе тӑмарӗҫ. Вӗсене эпӗ кӑна мар, урӑх халӑх ҫыннисен пухӑвӗсем те тав тӑваҫҫӗ.  Ҫавӑн пекех вӗсен килӗнче пуҫтарӑнакан пухӑва та салам калӑр. Манӑн юратнӑ Эпенета салам калӑр, вӑл — Христосӑн Азири* чи малтанхи вӗренекенӗсенчен* пӗри.  Марийӑна салам калӑр, вӑл сирӗншӗн нумай тӑрӑшрӗ.  Андроникпа Юнийӑна, манӑн хурӑнташсене тата манпа пӗрле тӗрмере ларнӑскерсене, салам калӑр. Вӗсене апостолсем лайӑх пӗлеҫҫӗ тата вӗсем манран маларах Христосӑн вӗренекенӗсем пулса тӑнӑ.  Манран Амплиата, Ҫӳлхуҫа хыҫҫӑн пыракан юратнӑ тӑванӑма, салам калӑр.  Урбана, Христос ӗҫне туса тӑракан юлташӑмӑра, тата манӑн юратнӑ Стахие салам калӑр. 10  Апеллеса, Христос ырланине тивӗҫлӗ пулнӑскере, салам калӑр. Аристобу́л килӗнчисене салам калӑр. 11  Иродиона, манӑн хурӑнташа, салам калӑр. Нарки́сс килӗнчисене, Ҫӳлхуҫа хыҫҫӑн пыраканнисене, салам калӑр. 12  Трифенӑпа Трифосӑна, Ҫӳлхуҫашӑн тӑрӑшса ӗҫлекен хӗрарӑмсене, салам калӑр. Пирӗн юратнӑ Персидӑна салам калӑр, вӑл Ҫӳлхуҫашӑн нумай ӗҫлерӗ. 13  Руфа, Ҫӳлхуҫа суйласа илнӗ ӗҫлекене, салам калӑр тата унӑн амӑшне те салам калӑр, маншӑн та вӑл анне пекех пулчӗ. 14  Асинкрита, Флегонта, Гермеса, Патрова, Гермаса тата вӗсемпе пулнӑ ытти арҫын тӑвансене салам калӑр. 15  Филологпа Юлийӑна, Нирейпе унӑн йӑмӑкне*, Олимпана тата вӗсемпе пулнӑ пур сӑваплӑ ҫынна та салам калӑр. 16  Пӗр-пӗрне чуптуса* саламлӑр. Христосӑн пур пухӑвӗ те сире салам ярать. 17  Тӑвансем, тархасласа калатӑп сире: хӑвӑр пӗлнӗ вӗрентӗве хирӗҫ пырса сире пайласа яракансенчен тата ыттисен ӗненӗвне аркатакансенчен* асӑрханӑр, вӗсенчен пӑрӑнӑр. 18  Вӗсем Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн чурисем мар, вӗсем хӑйсен кӑмӑл-туртӑмӗн* чурисем. Вӗсем чеен тата йӑпӑлтатса калаҫса айваннисене* улталаҫҫӗ. 19  Эсир Турра итлесе пурӑнни ҫинчен пурте пӗлеҫҫӗ, ҫавӑнпа та эпӗ сирӗншӗн савӑнатӑп. Манӑн сире ҫакна калас килет: ырӑ тума ӑслӑ пулӑр, усал тума пӗлмен пулӑр. 20  Мир* паракан Турӑ вара кӗҫех Шуйттана сирӗн урӑр айне туса ӑна тӗп тӑвӗ. Иисус Ҫӳлхуҫамӑрӑн виҫесӗр ырӑлӑхӗ сирӗнпе пултӑр. 21  Хампа пӗр ӗҫ тӑвакан Тимофей, ҫавӑн пекех манӑн хурӑнташсем: Лу́ций, Ясо́н тата Сосипа́тр — сире салам яраҫҫӗ. 22  Эпӗ те, ҫак ҫырӑва ҫырса пынӑ Те́ртий, сире Ҫӳлхуҫа ячӗпе салам яратӑп. 23  Мана* хӑйӗн килӗнче усракан тата хӑйӗн патӗнче пӗтӗм пухӑва йышӑнакан Гай та сире салам ярать. Сире хула хыснаҫи* Эра́ст тата унӑн пӗртӑванӗ Кварт салам яраҫҫӗ. 24  ——* 25  Турра мухтав пултӑр. Вӑл эпӗ пӗлтерекен ырӑ хыпар урлӑ тата Иисус Христос ҫинчен калакан хыпар урлӑ сире ҫирӗплетме пултарать. Ҫак ырӑ хыпар сӑваплӑ вӑрттӑнлӑха уҫса панипе ҫыхӑннӑ. Ҫав вӑрттӑнлӑх ӗмӗрсем хушши пытарӑнса тӑнӑ. 26  Халӗ вӑл уҫӑлчӗ, Ҫырури пророкла каланисене пула пур халӑх та ун ҫинчен пӗлчӗ. Ҫакӑ ӗмӗрхи Турӑ хушнипе пулчӗ, вӑл пур халӑх та хӑйне ӗнентӗр, хӑйне итлетӗр тет. 27  Пӗртен-пӗр ӑслӑ Турра Иисус Христос урлӑ ӗмӗрех мухтав пултӑр. Аминь.

Сноскӑсем

Е «Ҫӳлхуҫан сӑваплӑ ҫыннисен ыттисене мӗнле хапӑл туса йышӑнмалла».
Е «хӳтӗлерӗ».
Словаре пӑхӑр.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫимӗҫӗсенчен».
Е, тен, «аппӑшне».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «сӑваплӑн чуптуса». Христиансем пӗр-пӗринпе тӗл пулнӑ чухне пӗр-пӗрне чуптуса саламланӑ.
Е «ыттисене такӑнтаракансенчен».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хырӑмӗн».
Е «часах ӗненсе лартакансене».
Е «канӑҫлӑх».
Ку вӑл Павел.
Е «управляющийӗ».