Рим 10:1—21

  • Турӑ умӗнче тӳрӗ пулас тесен мӗн тумалла? (1—15)

    • Ҫын хӑй мӗне ӗненни ҫинчен ыттисене каласа парсан ҫӑлӑнӗ (10)

    • «Иеговӑна ятран чӗнсе ыйтакан кашнийӗ ҫӑлӑнӗ» (13)

    • Ырӑ хыпар пӗлтерекенсен урисем илемлӗ (15)

  • Ырӑ хыпара пурте йышӑнмаҫҫӗ (16—21)

10  Тӑвансем, эпӗ хамӑн халӑхӑма чун-чӗререн ҫӑлӑнӑҫ сунатӑп, ҫакӑн ҫинчен Турра хӗрӳллӗн кӗлтӑватӑп.  Эпӗ вӗсем пирки ҫакна калама пултаратӑп: вӗсем Турӑшӑн хастаррӑн ӗҫлеҫҫӗ, анчах унӑн ирӗкне ӑнланмаҫҫӗ*.  Мӗншӗн тесен Турӑ умӗнче мӗн тӳрӗ пулнине пӗлмесӗр, хӑйсен шухӑшӗпе мӗн тӳрӗ, ҫавна тума тӑрӑшнипе вӗсем Туррӑн тӳрӗлӗхне пӑхӑнмарӗҫ.  Вӗт законӑн* вӗҫӗ — Христос. Халӗ ӑна ӗненекенсем пурте тӳрӗ ҫынсем шутланаҫҫӗ.  Закона тытса тӑнинчен килекен тӳрӗлӗх ҫинчен Моисей ҫапла ҫырнӑ: «Закона пурнӑҫласа тӑракан ҫын ӑна пула пурӑнӗ».  Ӗненнинчен килекен тӳрӗлӗх ҫинчен вара Ҫырура ҫапла каланӑ: «Хӑвӑн чӗрӳнте: „Тӳпене кам хӑпарӗ?“ — тесе ан кала (ку ӗнтӗ Христоса антарма тӳпене кам хӑпарӗ тениех пулать).  Е тата: „Тӗпсӗр вырӑна кам анӗ?“ — тесе те ан кала (ку ӗнтӗ Христоса вилӗмрен чӗртсе тӑратма тӗпсӗр вырӑна кам анӗ тениех пулать)».  Ҫырура мӗн каланӑ? «Ҫак сӑмах сан ҫывӑхунтах, санӑн чӗлхӳ-ҫӑварунтах, санӑн чӗрӳнтех», — тенӗ. Ҫак сӑмах вӑл — эпир пӗлтерекен ӗненӳ сӑмахӗ.  Эсӗ хӑвӑн чӗлхӳ-ҫӑварупа Иисус вӑл Ҫӳлхуҫа пулни ҫинчен ыттисене каласа паратӑн пулсан тата Турӑ ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнине хӑвӑн чӗрӳнте ӗненетӗн пулсан, эсӗ ҫӑлӑнӑн. 10  Мӗншӗн тесен хӑй чӗринче ӗненекен тӳрӗ пулать, хӑй мӗне ӗненни ҫинчен ыттисене каласа паракан вара ҫӑлӑнать. 11  Ҫырура ҫапла каланӑ: «Ӑна ӗненекен никам та намӑса юлмӗ». 12  Мӗншӗн тесен еврейпа грек хушшинче уйрӑмлӑх ҫук. Пурин те пӗр Ҫӳлхуҫа, вӑл хӑйне чӗнекенсене пурне те уҫӑ кӑмӑлпа пулӑшса тӑрать. 13  Мӗншӗн тесен «Иеговӑна* ятран чӗнсе ыйтакан кашнийӗ ҫӑлӑнӗ». 14  Анчах та вӗсем ӑна ӗненмеҫҫӗ пулсан, вӗсем ӑна мӗнле чӗнӗҫ? Ун ҫинчен вӗсем илтмен пулсан, вӗсем ӑна мӗнле ӗненӗҫ? Ун ҫинчен вӗсене никам та пӗлтермесен, вӗсем мӗнле илтӗҫ? 15  Хушса ямасан, вӗсене мӗнле пӗлтерӗҫ? Ҫырура ҫапла каланӑ вӗт: «Лайӑххи ҫинчен ырӑ хыпар пӗлтерекенсен урисем епле илемлӗ!» 16  Анчах та ырӑ хыпара пурте йышӑнмарӗҫ. Иса́ия калать: «Иегова*, пирӗнтен илтнӗ сӑмахсене кам ӗненчӗ?» 17  Эппин, ӗненес тесен малтан илтмелле, илтес тесен вара камӑн та пулин Христос ҫинчен хыпар пӗлтермелле. 18  Анчах эпӗ ыйтатӑп: вӗсем илтмен-им? Паллах, илтнӗ. Ҫырура ҫапла каланӑ вӗт: «Вӗсен сасси пӗтӗм ҫӗр тӑрӑх сарӑлать, вӗсен хыпарӗ ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗрринех ҫитет». 19  Тата ыйтам: Израиль халӑхӗ пӗлмен-им? Моисей калать: «Халӑх пулман ҫынсем урлӑ эпӗ сире кӗвӗҫтерӗп, ӑссӑр халӑх урлӑ сире ҫиллентерсе ярӑп». 20  Иса́ия та хӑюллӑн калать: «Мана хама шыраманнисем тупрӗҫ, мана хам ҫинчен ыйтманнисем пӗлчӗҫ». 21  Израиль пирки вара вӑл ҫапла калать: «Итлемен тата кутӑн халӑх еннелле эпӗ хамӑн аллӑмсене кунӗпе тӑсса тӑтӑм».

Сноскӑсем

Е «ҫавна тӗрӗс пӗлӳпе килӗшӳллӗн тумаҫҫӗ».
Урӑхла каласан, Моисей законӗн.