Матфей 19:1—30

  • Мӑшӑрланни тата уйрӑлни (1—9)

  • Мӑшӑрланмасӑр пурӑнас пултарулӑх (10—12)

  • Иисус ачасене пиллет (13—15)

  • Пуян ҫамрӑк арҫыннӑн ыйтӑвӗ (16—24)

  • Турӑ Патшалӑхӗшӗн мӗн-мӗн хӑварма хатӗр пулмалла? (25—30)

19  Ҫаксене каласа пӗтерсен Иисус Галилейӑран кайнӑ та Иорда́н леш енне, Иудейӑпа чикӗллӗ ҫӗре, ҫитнӗ.  Ун хыҫҫӑн питӗ нумай ҫын пынӑ, унта вӑл чирлисене сыватнӑ.  Иисус патне фарисейсем пынӑ та ӑна тӗрӗслесе пӑхас тесе унран ыйтнӑ: «Арҫыннӑн хӑйӗн арӑмӗпе кирек мӗнле сӑлтава пула та уйрӑлма ирӗк пур-и?»  Вӑл вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Турӑ малтан арҫынпа хӗрарӑма туни ҫинчен эсир вуламан-им?  Вӑл каланӑ тата: „Ҫавӑнпа та арҫын ашшӗпе амӑшне хӑварӗ те хӑйӗн арӑмӗ ҫумне ҫыпҫӑнӗ*, вара иккӗшӗ пӗр кӗлетке* пулса тӑрӗҫ“.  Ҫавӑнпа вӗсем текех иккӗн мар, вӗсем — пӗр кӗлетке*. Эппин, Турӑ мӗн пӗрлештернӗ, ҫавна* ҫын ан уйӑртӑр».  Фарисейсем унран ыйтнӑ: «Мӗншӗн-ха апла Моисей арӑма уйрӑлу хучӗ пама хушса унпа уйрӑлма ирӗк панӑ?»  Иисус вӗсене каланӑ: «Эсир хытӑ чӗреллӗ пулнӑран Моисей сире арӑмӑрсемпе уйрӑлма ирӗк панӑ, анчах чи малтан ун пек пулман.  Калатӑп сире: кам хӑйӗн арӑмӗпе вӑл аскӑн ӗҫ* туман ҫӗртенех уйрӑлса урӑххине качча илет, ҫавӑ аскӑн ӗҫ туса малтанхи арӑмне улталать». 10  Вӗренекенӗсем ӑна каланӑ: «Кун пек пулсан, авланманни лайӑхрах». 11  Вӑл вӗсене ҫапла каланӑ: «Пурте ун пек пурӑнаймаҫҫӗ, кама Турӑ ҫакӑн пек пултарулӑх* панӑ, ҫавсем кӑна ҫапла пурӑнаяҫҫӗ. 12  Хӑшӗ-пӗри мӗн ҫуралнӑранпах арлӑ-арӑмлӑ пурӑнма юрӑхсӑр*, хӑшне-пӗрне ҫынсем ҫавӑн пек тунӑ, теприсем вара ҫӳлти Патшалӑхшӑн мӑшӑрланмасӑр пурӑнма шут тытаҫҫӗ. Кам ҫавӑн пек пурӑнма пултарать — пурӑнтӑр». 13  Ҫавӑн хыҫҫӑн ҫынсем Иисус патне хӑйсен ачисене илсе пынӑ, вӑл вӗсене пиллесе* вӗсемшӗн кӗлтутӑрччӗ тенӗ. Анчах вӗренекенӗсем вӗсене ӳпкеленӗ. 14  Иисус вара каланӑ: «Ачасем ман пата килччӗр, ан чарӑр вӗсене, ҫӳлти Патшалӑх — вӗсем пеккисем валли». 15  Вара вӑл вӗсене пилленӗ те* ҫавӑнтан кайнӑ. 16  Унтан Иисус патне пӗр ҫын пынӑ та ыйтнӑ: «Вӗрентекен, ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илес тесен манӑн мӗнле ырӑ ӗҫ тумалла?» 17  Иисус ӑна каланӑ: «Мӗншӗн эсӗ мӗн ырри ҫинчен манран ыйтатӑн? Турӑ ҫеҫ ырӑ. Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илес тетӗн пулсан, заповедьсене тытса тӑр». 18  Лешӗ: «Хӑшӗсене?» — тесе ыйтнӑ. Иисус каланӑ: «Ан вӗлер, аскӑн ӗҫ туса мӑшӑрна ан ултала, ан вӑрла, ыттисем пирки суйса ан кала, 19  аҫупа аннӳне хисепле тата ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат». 20  Ҫак ҫамрӑк арҫын ӑна каланӑ: «Ҫаксене эпӗ пурне те тытса тӑратӑп. Манӑн тата мӗн тумалла?» 21  Иисус ӑна хуравланӑ: «Пӗр ҫитменлӗхсӗр пулас килет пулсан, кай та хӑвӑн пурлӑхна сутса укҫуна чухӑнсене валеҫсе пар, вара санӑн тӳпере пуянлӑх пулӗ. Унтан кил те ман хыҫҫӑн пыр». 22  Ҫакна илтсен ҫамрӑк арҫын салхуллӑн утса кайнӑ, мӗншӗн тесен унӑн пурлӑхӗ нумай пулнӑ. 23  Вара Иисус вӗренекенӗсене каланӑ: «Чӑн калатӑп сире: пуян ҫынна ҫӳлти Патшалӑха кӗме йывӑр пулӗ. 24  Тата калатӑп сире: пуян ҫынна Турӑ Патшалӑхне кӗрессинчен тӗвене йӗп ҫӑрти витӗр тухма ҫӑмӑлтарах». 25  Ҫакна илтсен вӗренекенӗсем хытӑ тӗлӗнсе: «Кам-ха вара ҫӑлӑнма пултарӗ?» — тесе ыйтнӑ. 26  Иисус вӗсем ҫине пӑхса ҫапла каланӑ: «Ҫынсен шучӗпе ҫакна тума май ҫук, анчах Турӑ пурне те тума пултарать». 27  Вара Пётр каланӑ: «Акӑ эпир пурне те хӑвартӑмӑр та сан хыҫҫӑн кайрӑмӑр. Уншӑн эпир мӗн илӗпӗр?» 28  Иисус хуравланӑ: «Чӑн калатӑп сире: пурне те ҫӗнӗрен тунӑ чухне, Этем Ывӑлӗ хӑйӗн чаплӑ престолӗ ҫине ларсан, эсир, ман хыҫҫӑн пынисем, 12 престол ҫине ларатӑр та Израилӗн 12 йӑхне суд тӑватӑр. 29  Ҫавӑн пекех кам манӑн ятшӑн кил-ҫуртне е пиччӗш-шӑллӗне, е аппӑш-йӑмӑкне, е ашшӗне, е амӑшне, е ачисене, е уй-хирне хӑварнӑ, ҫавӑ 100 хут ытларах илӗ тата ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илӗ. 30  Малтисенчен нумайӑшӗ кайра пулӗҫ, кайрисем малта пулӗҫ.

Сноскӑсем

Е «арӑмӗпе пурӑнӗ».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ӳт».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ӳт».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пӗр сӳсмен тӑхӑнтартса пӗрлештернине».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «парне».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «амӑшӗ варӗнченех е́внух пулса ҫуралнӑ».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вӗсем ҫине ал хурса».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вӗсем ҫине ал хунӑ та».