Матфей 11:1—30
11 Хӑйӗн 12 вӗренекенне ҫапла вӗрентсе каланӑ хыҫҫӑн Иисус вӗсене ытти хуласенче вӗрентме тата ырӑ хыпар сарма янӑ.
2 Иоанн тӗрмере ларнӑ чухне Христосӑн ӗҫӗсем ҫинчен илтнӗ те хӑйӗн вӗренекенӗсене ярса унран:
3 «Килмелли эсӗ-и е пирӗн урӑххине кӗтмелле?» — тесе ыйтнӑ.
4 Иисус вӗсене хуравланӑ: «Кайӑр та хӑвӑр мӗн илтнине тата мӗн курнине Иоана каласа парӑр:
5 суккӑррисем кураҫҫӗ, уксаххисем утса ҫӳреҫҫӗ, тилҫеллисем тасалаҫҫӗ, хӑлхасӑррисем илтеҫҫӗ, вилнисем чӗрӗлсе тӑраҫҫӗ, чухӑннисене ырӑ хыпар пӗлтереҫҫӗ.
6 Кам мана пула ӗненме пӑрахмасть*, ҫавӑ телейлӗ».
7 Иоанӑн вӗренекенӗсем кайсан, Иисус халӑха Иоанн ҫинчен калама пуҫланӑ: «Эсир пушхире мӗн курма кайрӑр? Ҫилпе хумханса ларакан хӑмӑша-и?
8 Мӗн курма кайрӑр вара эсир? Чаплӑ тумтир тӑхӑннӑ ҫынна-и? Анчах чаплӑ тумтир тӑхӑннӑ ҫынсем патша керменӗнче пурӑнаҫҫӗ.
9 Апла мӗн курма кайрӑр-ха эсир? Пророка-и? Ҫапла, калатӑп сире: вӑл пророкран та аслӑ.
10 Шӑп ун ҫинчен „Акӑ эпӗ сан умӑнтан хамӑн хыпарҫӑна яратӑп, вӑл сан валли ҫул хатӗрлесе хурӗ“ тесе ҫырнӑ пулнӑ.
11 Чӑн калатӑп сире: ҫӗр ҫинче пурӑннисенчен Шыва кӗртекен Иоанран аслӑраххи пулман, анчах ҫӳлти Патшалӑхра кӗҫӗнни — унран аслӑ.
12 Шыва кӗртекен Иоанн хӑйӗн ӗҫне тума пуҫланӑранпа* паянхи кунчченех ҫынсем ҫӳлти Патшалӑха кӗме тӑрӑшаҫҫӗ, пӗтӗм вӑйран тӑрӑшакансем унта кӗреҫҫӗ.
13 Пур пророк та, закон та малашне мӗн пулассине Иоанн киличчен пӗлтерсе тӑнӑ.
14 Эсир ҫакна йышӑнма хатӗр пулсан, калам сире: вӑл — килмелли Илия́.
15 Хӑлха пурри итлетӗр.
16 Ку ӑрӑва кампа танлаштарам-ши? Ҫак ҫынсем пасарта хӑйсен юлташӗсене ҫапла каласа ларакан ачасем евӗрлӗ:
17 „Эпир сире валли флейта каларӑмӑр, эсир вара ташламарӑр. Эпир уласа макӑртӑмӑр, эсир вара хуйхӑрмарӑр*“.
18 Акӑ Иоанн килчӗ те — ҫимест те, ӗҫмест те. Ҫынсем вара: „Ун ӑшӗнче демон“, — теҫҫӗ.
19 Этем Ывӑлӗ килчӗ те — ҫиет те, ӗҫет те. Ҫынсем вара ун ҫинчен ҫапла калаҫҫӗ: „Ку ҫын тӑрана пӗлмест, эрех ӗҫме юратать, налог пуҫтаракансемпе тата ҫылӑхлӑ ҫынсемпе туслӑ“. Анчах ҫыннӑн ӑслӑлӑхӗ унӑн ӗҫӗсенчен курӑнса тӑрать*».
20 Унтан Иисус хӑйӗн тӗлӗнмелле ӗҫӗсенчен нумайӑшне ӑҫта кӑтартнӑ, ҫав хуласене ӳкӗнменшӗн айӑплама пуҫланӑ:
21 «Хуйхӑ ҫитӗ сана, Хорази́н! Хуйхӑ ҫитӗ сана, Вифсаи́да! Сирӗн патра туса кӑтартнӑ тӗлӗнмелле ӗҫсене Тирпа Сидо́н хулисенче туса кӑтартнӑ пулсан, унта пурӑнакансем хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, кӗл ҫине ларса тахҫанах ӳкӗннӗ пулӗччӗҫ.
22 Калатӑп сире: Суд кунӗнче Тирпа Сидо́н хулисене сирӗнтен ҫӑмӑлтарах пулӗ.
23 Эсӗ те, Капернау́м, тӳпе таранах ҫӗкленӗн-ши? Ҫук, эсӗ виле шӑтӑкнех* анса кайӑн. Сан патра туса кӑтартнӑ тӗлӗнмелле ӗҫсене Содомра туса кӑтартнӑ пулсан, вӑл паянхи кунчченех ларнӑ пулӗччӗ.
24 Калатӑп сана: Суд кунӗнче Содома санран ҫӑмӑлтарах пулӗ».
25 Ҫавӑн чухне Иисус каланӑ: «Атте, ҫӗрпе тӳпе Хуҫи, эпӗ сана пурин умӗнче те мухтатӑп, мӗншӗн тесен эсӗ ҫаксене ӑслисенчен пытарса пӗчӗк ачасене уҫса патӑн.
26 Чӑнах, Атте, санӑн ирӗкӳ ҫапла пулнӑ.
27 Манӑн Атте веҫех мана панӑ. Ашшӗсӗр пуҫне Ывӑлӗ ҫинчен никам та пӗтӗмпех пӗлмест. Ашшӗ ҫинчен те Ывӑлӗсӗр пуҫне тата Ашшӗ ҫинчен калакан чӑнлӑха Ывӑлӗ камсене уҫса парас тет, ҫавсемсӗр пуҫне никам та пӗтӗмпех пӗлмест.
28 Йывӑр ӗҫлесе халтан кайнисем тата йывӑр ҫӗклем йӑтса ҫӳрекенсем, пурте ман патӑма килӗр, эпӗ сире вӑй парӑп*.
29 Манӑн сӳсмене* тӑхӑнӑр, манран вӗренӗр, мӗншӗн тесен эпӗ лӑпкӑ та йӑваш кӑмӑллӑ*. Вара эсир вӑй илетӗр*.
30 Манӑн сӳсмен меллӗ тата манӑн ҫӗклем ҫӑмӑл».
Сноскӑсем
^ Е «такӑнмасть».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Шыва кӗртекен Иоанн кунӗсенчен пуҫласа».
^ Е «хуйхӑрса хӑвӑра кӑкӑртан ҫапмарӑр».
^ Е «ӑслӑлӑха ӗҫӗсем тӳрре кӑларчӗҫ».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «сире уҫӑлтарса ярӑп».
^ Ҫакӑ мӗнле те пулин ҫӗклеме йӑтма е туртма пулӑшакан хатӗр, ӑна ҫын хулпуҫҫийӗ ҫине хураҫҫӗ е выльӑхӑн мӑйне тӑхӑнтартаҫҫӗ.
^ Е «эпӗ йӑваш кӑмӑллӑ та хама кӗҫӗне хуракан ҫын».
^ Е «хӑвӑр чунӑрсене уҫӑлтарса янине туйса илетӗр».