Марк 9:1—50

  • Иисус улшӑнать (1—13)

  • Иисус усал сывлӑш ярса илнӗ арҫын ачана сыватать (14—29)

    • «Ӗненекеншӗн пурте пулма пултарать» (23)

  • Иисус каллех хӑй вилесси ҫинчен калать (30—32)

  • Вӗренекенсем хӑйсенчен хӑшӗ аслӑраххи пирки тавлашаҫҫӗ (33—37)

  • «Кам пире хирӗҫ мар, ҫавӑ пирӗн майлӑ» (38—41)

  • Ҫылӑх тума хӗтӗртекенни (42—48)

  • «Сирӗн ӑшра тӑвар пултӑр» (49, 50)

9  Тата вӑл вӗсене каланӑ: «Чӑн калатӑп сире: ҫакӑнта тӑракансенчен хӑшӗ-пӗрисем Турӑ Патшалӑхӗ хӑватлӑн килнине курмасӑр вилмӗҫ».  Тепӗр ултӑ кунран Иисус Пётра, Иакова тата Иоана илнӗ те ҫӳллӗ ту ҫине хӑпарнӑ. Вӗсемпе пӗрле урӑх никам та пулман. Унта вӑл вӗсен умӗнче улшӑннӑ:  унӑн тумтирӗ шап-шуррӑн ялтӑртатма пуҫланӑ, ҫӗр ҫинчи тумтир тасатакансенчен нихӑшӗ те ҫавнашкал шурӑ тума пултараймасть.  Ҫавӑн пекех вӗсене Илияпа Моисей курӑннӑ, вӗсем Иисуспа калаҫса тӑнӑ.  Унтан Пётр Иисуса каланӑ: «Вӗрентекен*, кунта пире питӗ лайӑх! Айта эпир виҫӗ хӳшӗ туса лартатпӑр: пӗри сан валли, тепри Моисей валли тата тепри Илия́ валли».  Чӑннипе Пётр ним калама пӗлменрен ҫапла каланӑ, мӗншӗн тесен вӗсем хӑраса ӳкнӗ.  Акӑ пӗлӗт курӑнса кайнӑ та вӗсене хупӑрласа илнӗ, вара пӗлӗтрен сасӑ илтӗнсе кайнӑ: «Ку манӑн юратнӑ Ывӑлӑм. Итлӗр ӑна».  Вӗренекенӗсем йӗри-тавралла пӑхса илнӗ те Иисуссӑр пуҫне урӑх никама та курман.  Ту ҫинчен аннӑ чухне Иисус вӗсене хӑйсем мӗн курни ҫинчен Этем Ывӑлӗ вилӗмрен чӗрӗлсе тӑриччен никама та калама хушман. 10  Вара вӗсем ҫавӑн ҫинчен никама та каласа паман*, анчах хӑйсем хушшинче вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑни мӗне пӗлтерет-ши тесе калаҫнӑ. 11  Вӗсем Иисусран ыйтнӑ: «Мӗншӗн закон вӗрентӳҫисем малтан Илия́ килмелле теҫҫӗ?» 12  Вӑл вӗсене каланӑ: «Малтан чӑнах та Илия́ килмелле те пӗтӗмпех хатӗрлесе хумалла. Апла пулсан, мӗншӗн-ха Этем Ывӑлӗ пирки унӑн нумай асап курмалла тата мӑшкӑл тӳсмелле тесе ҫырнӑ? 13  Калатӑп сире: Илия́ килнӗччӗ ӗнтӗ тата унпа, Ҫырура ун ҫинчен каланӑ пек, мӗн тӑвас тенине пурне те турӗҫ». 14  Иисуспа унӑн виҫӗ вӗренекенӗ ытти вӗренекенӗсем патне таврӑнсан, вӗсем тавра питӗ нумай ҫын тӑнине тата вӗсемпе закон вӗрентӳҫисем тавлашса тӑнине курнӑ. 15  Иисуса курсанах пӗтӗм халӑх тӗлӗнсе кайнӑ, вара ӑна сывлӑх сунма ун патне чупса пынӑ. 16  Вӑл вӗсенчен ыйтнӑ: «Эсир вӗсемпе мӗн пирки тавлашатӑр?» 17  Халӑх хушшинчен пӗри ӑна хуравланӑ: «Вӗрентекен, эпӗ сан пата хамӑн ывӑла илсе килтӗм, мӗншӗн тесен ун ӑшӗнче чӗлхесӗр тӑвакан усал сывлӑш. 18  Вӑл ӑна ӑҫта ярса илет, ҫавӑнта ҫӗре ӳкерет, вара манӑн ывӑл ҫӑварӗнчен кӑпӑк кӑларма тата шӑлне шатӑртаттарма тытӑнать те халран каять. Эпӗ санӑн вӗренекенӳсене ҫак усал сывлӑша хӑваласа кӑларма ыйтрӑм, анчах вӗсем пултараймарӗҫ». 19  Иисус вӗсене каланӑ: «Ӗненмен ӑру! Хӑҫанччен манӑн сирӗнпе пулмалла-ши? Хӑҫанччен сире тӳсмелле-ши? Ман пата илсе килӗр ӑна». 20  Вара вӗсем арҫын ачана ун патне илсе пынӑ. Анчах усал сывлӑш Иисуса курсанах ачана чӗтретсе пӑрахнӑ. Ача ҫӗре ӳкнӗ те ҫӑварӗнчен кӑпӑк кӑларса йӑваланма тытӑннӑ. 21  Иисус унӑн ашшӗнчен ыйтнӑ: «Вӑл тахҫантанпах ҫапла-и?» Вӑл каланӑ: «Мӗн ачаранпах. 22  Усал сывлӑш ӑна пӗтерес тесе час-часах е вута, е шыва пӑрахать. Эсӗ мӗн те пулин тума пултаратӑн пулсан, хӗрхенсем пире, пулӑшсам». 23  Иисус ӑна каланӑ: «„Тума пултаратӑн пулсан“ тетӗн-и? Ӗненекеншӗн пурте пулма пултарать». 24  Ҫав самантрах ачан ашшӗ кӑшкӑрса янӑ: «Эпӗ ӗненетӗп! Хытӑрах ӗненме пулӑшсам мана!» 25  Иисус хӑйсем патне халӑх чупса пуҫтарӑннине курсан усал сывлӑша чарса ҫапла каланӑ: «Чӗлхесӗр-хӑлхасӑр тӑвакан сывлӑш, хушатӑп сана: тух ун ӑшӗнчен, урӑх ун ӑшне ан кӗр!» 26  Лешӗ кӑшкӑрса янӑ та ачана тата хытӑрах чӗтретсе пӑрахса ун ӑшӗнчен тухнӑ. Ача вилнӗ пекех выртнӑ, ҫавӑнпа ҫынсенчен чылайӑшӗ: «Вилсе кайрӗ!» — тенӗ. 27  Анчах Иисус ӑна аллинчен тытса тӑратнӑ та, лешӗ ури ҫине тӑнӑ. 28  Унтан Иисус пӳрте кӗнӗ, вара хӑйсем ҫеҫ тӑрса юлсан вӗренекенӗсем унран ыйтнӑ: «Мӗншӗн эпир ӑна хӑваласа кӑлараймарӑмӑр?» 29  Вӑл вӗсене каланӑ: «Ҫакӑн пек усал сывлӑшсене кӗлтунипе ҫеҫ хӑваласа кӑларма пулать». 30  Вӗсем ҫав вырӑнтан тухнӑ та Галиле́я урлӑ кайнӑ, анчах вӑл ҫакӑн ҫинчен никама та пӗлтересшӗн пулман, 31  мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене вӗрентесшӗн пулнӑ. Вӑл вӗсене каланӑ: «Этем Ывӑлне сутӗҫ те ҫынсен аллине тытса парӗҫ, вӗсем ӑна вӗлерӗҫ. Вӗлерсен, виҫӗ кунран вӑл чӗрӗлсе тӑрӗ». 32  Анчах та вӗренекенӗсем вӑл мӗн каланине ӑнланман, хӑйӗнчен ыйтма вара хӑранӑ. 33  Вӗсем Капернаума ҫитнӗ. Пӳртре пулнӑ чухне Иисус вӗсенчен ыйтнӑ: «Ҫул ҫинче эсир мӗн пирки тавлашса пытӑр?» 34  Вӗсем чӗнмен, мӗншӗн тесен ҫул ҫинче вӗсем хӑйсенчен хӑшӗ аслӑраххи пирки тавлашса пынӑ. 35  Вара вӑл ларнӑ та вуниккӗшне чӗнсе илсе вӗсене каланӑ: «Кам пӗрремӗш пулас тет, ҫавӑн юлашки пулмалла тата пуриншӗн те тарҫӑ пулмалла». 36  Унтан вӑл пӗр ачана вӗсем умне тӑратнӑ та ӑна ыталаса илсе вӗсене каланӑ: 37  «Кам ҫакӑн пек ачасенчен пӗрне ман ятшӑн йышӑнать, ҫавӑ мана та йышӑнать; мана йышӑнаканни вара мана кӑна мар, мана яракана та йышӑнать». 38  Иоанн ӑна каланӑ: «Вӗрентекен, эпир сан ятупа демонсене хӑваласа кӑларакан пӗр ҫынна куртӑмӑр. Вӑл пирӗнпе пӗрле ҫӳременрен эпир ӑна чарма хӑтлантӑмӑр». 39  Анчах Иисус каланӑ: «Ан чарӑр ӑна, мӗншӗн тесен кам ман ятпа тӗлӗнмелле ӗҫсем тӑвать, ҫавӑ тӳрех ман ҫинчен япӑххине калама пуҫламӗ. 40  Кам пире хирӗҫ мар, ҫавӑ пирӗн майлӑ. 41  Чӑн калатӑп сире: кам сире Христосӑн ҫыннисем тесе пӗр курка шыв ӗҫтерӗ, ҫавӑ хӑйӗн наградине илмесӗр юлмӗ. 42  Анчах та пӗр-пӗр ҫынна пула мана ӗненекен ҫак ахаль ҫынсенчен* пӗри ӗненме пӑрахсан*, ҫав ҫыншӑн хӑйне мӑйӗнчен арман чулӗ* ҫакса тинӗсе пӑрахни лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ. 43  Санӑн аллу сана ҫылӑх тума хӗтӗртет* пулсан, касса пӑрах ӑна. Икӗ алӑпа гееннӑна*, сӳнми вута, кӗриччен пурнӑҫа чӑлах пулса кӗни саншӑн лайӑхрах пулӗ. 44  ——* 45  Санӑн уру сана ҫылӑх тума хӗтӗртет* пулсан, касса пӑрах ӑна. Хӑвна икӗ урупа гееннӑна пӑрахнинчен пурнӑҫа уксах пулса кӗни саншӑн лайӑхрах пулӗ. 46  ——* 47  Санӑн куҫу сана ҫылӑх тума хӗтӗртет* пулсан, чавса кӑларса пӑрах ӑна. Хӑвна икӗ куҫупа гееннӑна пӑрахнинчен хӑрах куҫсӑр тӑрса юлса Турӑ Патшалӑхне кӗни саншӑн лайӑхрах пулӗ. 48  Гееннӑра хуртсем те вилмеҫҫӗ, вут та сӳнмест. 49  Кашнин* вутпа тӑварланмалла. 50  Тӑвар вӑл лайӑх япала, анчах тӑвар хӑйӗн тутине ҫухатсан, эсир ӑна епле тутӑ кӗртӗр? Сирӗн ӑшра тӑвар пултӑр, пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнӑр».

Сноскӑсем

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «равви́».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вӗсем ҫак сӑмаха хӑйсен ӑшне хывнӑ».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пӗчӗкскерсенчен».
Е «такӑнсан».
Е «ашак ҫавӑракан арман чулӗ».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «такӑнтарать».
Словаре пӑхӑр.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «такӑнтарать».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «такӑнтарать».
Урӑхла каласан, гееннӑна пӑрахнисенчен кашнин.