Марк 15:1—47

  • Иисус Пилат умӗнче тӑрать (1—15)

  • Иисусран мӑшкӑлласа кулаҫҫӗ (16—20)

  • Иисуса Голгофӑра юпа ҫине пӑталаҫҫӗ (21—32)

  • Иисус вилет (33—41)

  • Иисуса пытараҫҫӗ (42—47)

15  Ирхине ирех аслӑ священниксем, старейшинӑсем, закон вӗрентӳҫисем — пӗтӗм Синедрио́н — канаш тунӑ та Иисуса ҫыхса Пила́т патне илсе пынӑ.  Пила́т унран ыйтнӑ: «Эсӗ иудейсен патши-и?» Иисус ӑна: «Ҫакна эсӗ хӑвах калатӑн», — тесе хуравланӑ.  Аслӑ священниксем ӑна нумай япала пирки айӑпланӑ.  Вара Пила́т унран каллех ыйтнӑ: «Санӑн нимӗн те хирӗҫ тавӑрса каламалли ҫук-и? Кур-ха, мӗн чухлӗ айӑплаҫҫӗ вӗсем сана».  Анчах Иисус урӑх нимӗн те хуравламан, ҫакӑ Пилата питӗ тӗлӗнтернӗ.  Пасха уявӗнче кашнинче Пила́т тӗрмере ларакансенчен пӗрне халӑх ыйтнипе ирӗке кӑларнӑ.  Ҫавӑн чухне Вара́вва ятлӑ ҫын ытти пӑлхавҫӑсемпе пӗрле тӗрмере ларнӑ. Вӗсем пӑлхав вӑхӑтӗнче ҫын вӗлернӗ пулнӑ.  Халӑх Пила́т патне пынӑ та хӑйсемшӗн яланах тунине тума ыйта пуҫланӑ.  Пила́т вӗсене каланӑ: «Сире валли иудейсен патшине ирӗке кӑларса парас мар-и?» 10  Аслӑ священниксем Иисуса ӑмсаннӑран тытса панине Пила́т пӗлнӗ. 11  Анчах аслӑ священниксем халӑха Иисус вырӑнне Вараввӑна ирӗке кӑларттарма хӗтӗртнӗ. 12  Пила́т вӗсенчен тепӗр хут ыйтнӑ: «Эсир иудейсен патши текеннипе вара мӗн тӑвас манӑн?» 13  Вӗсем: «Юпа ҫине пӑталаттар ӑна!» — тесе кӑшкӑрса тӑнӑ. 14  Пила́т вӗсенчен: «Мӗн усалли тунӑ вара вӑл?» — тесе ыйтнӑ. Анчах вӗсем тата хытӑрах: «Юпа ҫине пӑталаттар ӑна!» — тесе кӑшкӑрнӑ. 15  Пила́т халӑха юрас тесе Вараввӑна кӑларнӑ, Иисуса вара, чӗн пушӑпа хӗнеттерсе, юпа ҫине пӑталама хушнӑ. 16  Салтаксем Иисуса пуҫлӑх керменӗн картишне илсе кайнӑ, унта салтаксен пӗтӗм отрядне чӗнсе пуҫтарнӑ. 17  Вӗсем ӑна тӗксӗм хӗрлӗ* тумтир тӑхӑнтартнӑ, унӑн пуҫне йӗплӗ ӳсентӑрансенчен явса тунӑ пуҫ кӑшӑлӗ тӑхӑнтартнӑ. 18  Вӗсем ӑна: «Сывӑ пултӑр иудейсен патши!» — тесе саламлама пуҫланӑ. 19  Ӑна пуҫӗнчен патакпа ҫапнӑ, ун ҫине сурнӑ тата ун умне чӗркуҫленсе ларса пуҫҫапнӑ. 20  Юлашкинчен, унран мӑшкӑлласа кулнӑ хыҫҫӑн, вӗсем ун ҫийӗнчи тӗксӗм хӗрлӗ тумтире хывса илнӗ те ӑна хӑйӗн ҫиелти тумтирне тӑхӑнтартнӑ. Вара ӑна юпа ҫине пӑталама илсе кайнӑ. 21  Вӗсем хиртен килекен пӗр ҫынна — Си́мон ятлӑ Кире́на ҫыннине, Александрпа Руфӑн ашшӗне — тӗл пулнӑ. Вӗсем ӑна Иисуса пӑталамалли юпана йӑтса пыма хушнӑ. 22  Иисуса Голго́фа текен вырӑна илсе килнӗ. Ҫак сӑмах «пуҫ купташки» тенине пӗлтерет. 23  Унта ӑна миррӑпа хутӑштарнӑ хӗрлӗ эрех* ӗҫтересшӗн пулнӑ, анчах вӑл ӗҫмен. 24  Салтаксем ӑна юпа ҫине пӑталанӑ та унӑн ҫиелти тумтирне, кама мӗн тивӗ тесе шӑпа ярса, пӗр-пӗрин хушшинче пайланӑ. 25  Иисуса юпа ҫине ирхи тӑхӑр сехет тӗлнелле* пӑталанӑ пулнӑ. 26  Унӑн айӑпне кӑтартса пуҫӗ тӑрринче «Иудейсен патши» тесе ҫырса хуни пулнӑ. 27  Унпа юнашар юпасем ҫине икӗ вӑрӑ-хураха пӑталанӑ: пӗрне — унӑн сылтӑм енне, теприне — сулахай енне. 28  ——* 29  Иртсе ҫӳрекенсем ӑна хурласа пуҫӗсене сулла-сулла каланӑ: «Эй! Храма аркатса ӑна виҫӗ кун хушшинче туса лартас текен, 30  юпа ҫинчен анса хӑвна ху ҫӑл». 31  Аслӑ священниксемпе закон вӗрентӳҫисем те унран ҫавнашкалах мӑшкӑлласа пӗр-пӗрин хушшинче ҫапла каланӑ: «Ыттисене ҫӑлатчӗ, хӑйне хӑй ҫӑлаймасть! 32  Христос, Израиль патши, халӗ юпа ҫинчен антӑр. Эпир ҫакна курӑпӑр та ӗненӗпӗр». Унпа юнашар юпасем ҫинче ҫакӑнса тӑракансем те ӑна хурласа калаҫнӑ. 33  Кӑнтӑрлахи вуникӗ сехет* тӗлнелле ҫавӑнти пӗтӗм ҫӗре тӗттӗм хупӑрласа илнӗ, ҫакӑ кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехетчен* тӑсӑлнӑ. 34  Виҫӗ сехетре Иисус хыттӑн кӑшкарса янӑ: «Эли́, Эли́, лама́ савахфани́?» Ҫакӑ «Турӑҫӑм, Турӑҫӑм, мӗншӗн эсӗ мана хӑвартӑн?» тесе куҫарӑнать. 35  Ҫакна илтсен ҫывӑхра тӑракансенчен хӑшӗ-пӗрисем: «Пӑхӑр-ха, вӑл Илияна чӗнет», — теме пуҫланӑ. 36  Пӗри тата чупса кайнӑ та, йӳҫӗ эрех сӑхтарнӑ губкӑна патак вӗҫне тирсе, Иисуса ӗҫме парса каланӑ: «Тӑхтӑр-ха! Айтӑр пӑхар, Илия́ ӑна антарма килӗ-и?» 37  Анчах Иисус хыттӑн кӑшкӑрса янӑ та вилсе кайнӑ*. 38  Ҫав вӑхӑтра храмри чаршав ҫӳлтен пуҫласа аяла ҫитичченех икӗ пая пайланса ҫурӑлса аннӑ. 39  Иисуса хирӗҫ тӑракан ҫӗр салтак пуҫлӑхӗ* вӑл мӗнле вилнине курсан каланӑ: «Ку ҫын чӑнах та Турӑ Ывӑлӗ пулнӑ иккен». 40  Ҫавӑнта хӗрарӑмсем те пулнӑ, вӗсем аякран пӑхса тӑнӑ. Вӗсем хушшинче Мария Магдали́на, Кӗҫӗн* Иаковпа Ио́сия* амӑшӗ Мария тата Саломи́я пулнӑ; 41  Иисус Галилейӑра пулнӑ чухне вӗсем унпа пӗрле ҫӳренӗ тата ӑна пулӑшса тӑнӑ. Унта тата Иисуспа пӗрле Иерусалима пынӑ ытти хӗрарӑмсем те нумаййӑн пулнӑ. 42  Кун каҫ еннелле сулӑннӑ. Ҫакӑ хатӗрленмелли кун, урӑхла каласан, шӑматкун умӗнхи кун, пулнӑ пирки 43  унта Аримафе́я ҫынни Иосиф пынӑ (вӑл иудейсен Аслӑ судӗнчи* хисеплӗ ҫын пулнӑ, вӑл хӑй те Турӑ Патшалӑхӗ килессе кӗтнӗ). Хӑюлӑх ҫитерсе вӑл Пила́т патне кӗнӗ те Иисусӑн кӗлеткине ыйтнӑ. 44  Иисус вилни ҫинчен илтсен Пила́т тӗлӗннӗ. Вара вӑл ҫӗр салтак пуҫлӑхне чӗнсе илсе унран Иисус вилнӗ-и тесе ыйтса пӗлнӗ. 45  Иисус чӑнах та вилнине пӗлсен, Пила́т унӑн кӗлеткине Иосифа пама хушнӑ. 46  Вара Иосиф паха йӗтӗн пир туяннӑ та кӗлеткене юпа ҫинчен антарса ӑна пирпе чӗркенӗ. Унтан вӑл ӑна ту хысакӗнче касса тунӑ тупӑклӑха хунӑ, тупӑклӑха кӗмелли шӑтӑк умне чул йӑвантарса хунӑ. 47  Мария Магдали́на тата Ио́сия амӑшӗ Мария Иисуса ӑҫта пытарнине пӑхса тӑнӑ.

Сноскӑсем

Е «пурпур тӗслӗ».
Ҫак хутӑш пуҫа минретнӗ тата ыратнине туйми тунӑ.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «виҫҫӗмӗш сехетре» (хӗвел тухнӑ хыҫҫӑн).
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «улттӑмӗш сехет» (хӗвел тухнӑ хыҫҫӑн).
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тӑххӑрмӗш сехет ҫитиччен» (хӗвел тухнӑ хыҫҫӑн).
Е «унӑн юлашки сывлӑшӗ тухнӑ».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «центурио́н».
Е «Пӗчӗк».
Е, тен, «Иосиф».
Е «Синедрионри».