Лука 17:1—37
17 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Ҫынсене ҫылӑх тума хӗтӗртекенни* пулатех, анчах кама пула ҫакӑн пекки пулать, ҫавна хуйхӑ ҫитӗ!
2 Кама пула ҫак ахаль ҫынсенчен* пӗри ҫылӑх тӑвать, ҫавна мӑйӗнчен арман чулӗ ҫакса тинӗсе пӑрахсан, ҫакӑ уншӑн лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ.
3 Хӑвӑра хӑвӑр асӑрхасах тӑрӑр. Тӑвану ҫылӑх тусан, питле ӑна, вӑл ӳкӗнсен, каҫар ӑна.
4 Вӑл сана хирӗҫ кунне ҫичӗ хут ҫылӑх тусан та, ҫичӗ хут пырса: „Эпӗ ӳкӗнетӗп“, — тесен, каҫар ӑна».
5 Апостолсем Ҫӳлхуҫаран: «Хытӑрах ӗненме пулӑшсам пире», — тесе ыйтнӑ.
6 Ҫӳлхуҫа вӗсене каланӑ: «Сирӗн ӗненӗвӗр сарӑ пӑрӑҫ йывӑҫӗн вӑрри пысӑкӑш пулнӑ пулсан, эсир ҫак йывӑҫа*: „Тымарупах кӑкланса тинӗсе куҫса лар!“ — тесен, вӑл сире итленӗ пулӗччӗ.
7 Калӑпӑр, сирӗнтен хӑшӗн те пулин ҫӗр сухалакан е кӗтӳ пӑхакан чура пур. Вӑл хиртен таврӑнсан, эсир ӑна: „Кил часрах, сӗтел хушшине лар“, — тесе калӑр-и?
8 Ҫапла каличчен эсир ӑна: „Ман валли каҫхи апат хатӗрле те, пилӗкне ҫыхса, эпӗ ӗҫсе ҫисе пӗтериччен мана пӑх, кайран вара ху ӗҫсе ҫиме пултаратӑн“, — тесе каламӑр-и?
9 Хушнӑ ӗҫе тунӑшӑн хуҫи чурине тав тӑвӗ-и?
10 Эсир те ҫапла, хӑвӑра хушнине пурне те тусассӑн: „Эпир ниме тӑман чурасем, хамӑрӑн мӗн тумаллине анчах турӑмӑр“, — тейӗр».
11 Иерусалима кайнӑ чухне Иисус Самарипе Галиле́я чиккипе пынӑ.
12 Вӑл пӗр яла кӗнӗ чухне ӑна тилҫе чирӗпе чирлекен 10 ҫын курнӑ. Вӗсем аяккарах тӑрса
13 кӑшкӑрса каланӑ: «Иисус, Вӗрентекен, хӗрхенсем пире!»
14 Вӗсене курсан вӑл: «Кайӑр та хӑвӑра священниксене кӑтартӑр», — тенӗ. Вара лешсем кайнӑ та ҫул ҫинче пулнӑ чухнех тасалнӑ.
15 Вӗсенчен пӗри, хӑй тасалнине курсан, хытӑ сасӑпа Турра мухтаса каялла таврӑннӑ.
16 Вӑл Иисус ури умне ӳксе ӑна тав тума пуҫланӑ. Вӑл вара Сама́ри ҫынни пулнӑ.
17 Иисус: «Вуннӑн тасалманччӗ-и-ха? Тепӗр тӑххӑрӑшӗ ӑҫта? — тесе ыйтнӑ. —
18 Ҫак урӑх халӑх ҫыннисӗр пуҫне Турра мухтама урӑх никам та каялла таврӑнмарӗ-им?»
19 Унтан вӑл ӑна каланӑ: «Тӑр та кай. Ху ӗненни сыватрӗ сана».
20 Фарисейсем Иисусран Турӑ Патшалӑхӗ хӑҫан килесси пирки ыйтнӑ. Вӑл вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Турӑ Патшалӑхӗ пурне те курӑнмалла килмӗ.
21 Ҫынсем: „Пӑхӑр, вӑл акӑ кунта!“ е „Вӑл унта!“ — тесе каламӗҫ. Мӗншӗн тесен Турӑ Патшалӑхӗ сирӗн хушшӑрта».
22 Унтан вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Ҫакӑн пек вӑхӑт ҫитӗ, ун чухне сирӗн Этем Ывӑлӗн кунӗсенчен пӗрне курас килӗ, анчах эсир кураймӑр.
23 Ҫынсем сире: „Пӑхӑр, вӑл унта!“ е „Вӑл кунта!“ — тейӗҫ. Ан тухӑр, вӗсем хыҫҫӑн ан чупӑр.
24 Мӗншӗн тесен Этем Ывӑлӗ хӑйӗн кунӗнче тӳпен пӗр хӗрринчен пуҫласа тепӗр хӗррине ҫитиех ялтӑртатса ҫутатакан ҫиҫӗм пек пулӗ.
25 Анчах малтан унӑн нумай асап курмалла пулӗ тата ҫак ӑру ӑна йышӑнмӗ.
26 Ной кунӗсенче мӗнле пулнӑ, Этем Ывӑлӗн кунӗсенче те ҫаплах пулӗ.
27 Ной ковчега кӗрес кунчченех ҫынсем ҫинӗ, ӗҫнӗ, авланнӑ, качча кайнӑ. Унтан ҫӗре шыв илнӗ те вӗсене пурне те пӗтернӗ.
28 Лот вӑхӑтӗнче те ҫавӑн пекех пулнӑ: ҫынсем ҫинӗ, ӗҫнӗ, туяннӑ, сутнӑ, акнӑ, ҫуртсем туса лартнӑ.
29 Анчах Лот Содомран тухнӑ кун вутпа кӳкӗрт пӗлӗтрен ҫумӑр пек ҫунӑ та вӗсене пурне те пӗтернӗ.
30 Этем Ывӑлӗ хӑйӗн хӑватне кӑтартнӑ кун та ҫавӑн пекех пулӗ.
31 Ҫав кун кам та пулин пӳрт тӑрринче пулсан, ҫавӑ аяла анса япалисене илме пӳртне ан кӗтӗр. Кам та пулин хирте пулсан, ҫавӑ хӑй хӑварнӑ япалисем патне каялла ан таврӑнтӑр.
32 Лот арӑмӗпе мӗн пулнине асра тытӑр.
33 Кам хӑйӗн пурнӑҫне ҫӑлма тӑрӑшать, ҫавӑ ӑна ҫухатӗ. Кам вара хӑйӗн пурнӑҫне ҫухатать, ҫавӑ ӑна упраса хӑварӗ.
34 Калатӑп сире: ҫав каҫ иккӗн пӗр вырӑн ҫинче пулӗҫ: вӗсенчен пӗрне илӗҫ, теприне хӑварӗҫ.
35 Икӗ хӗрарӑм пӗр арманпа авӑртӗҫ: вӗсенчен пӗрне илӗҫ, теприне хӑварӗҫ».
36 ——*
37 Вӗсем унран: «Ҫӳлхуҫа, ку вара ӑҫта пулӗ?» — тесе ыйтнӑ. Вӑл хуравланӑ: «Кӗлетке ӑҫта пулать, ҫавӑнта ӑмӑрткайӑксем те пуҫтарӑнӗҫ».
Сноскӑсем
^ Е «такӑнтараканни».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пӗчӗкскерсенчен».
^ Кунта тут йывӑҫӗ пирки сӑмах пырать.
^ А3-мӗш приложение пӑхӑр.