Иоанн 20:1—31

  • Тупӑклӑх пушӑ (1—10)

  • Иисус Мария Магдалинӑна курӑнать (11—18)

  • Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене курӑнать (19—23)

  • Фома иккӗленет, анчах кайран ӗненет (24—29)

  • Ҫак кӗнекене мӗншӗн ҫырнӑ? (30, 31)

20  Эрнен малтанхи кунӗнче ирхине ирех, ҫутӑлнӑ-ҫутӑлманах, Мария Магдали́на тупӑклӑх патне пынӑ та тупӑклӑх умӗнчи чула такам куҫарса хунине курнӑ.  Вара вӑл Си́мон Пётр патне тата Иисус юратнӑ вӗренекенӗ патне чупса кайнӑ та вӗсене каланӑ: «Ҫӳлхуҫана тупӑклӑхран илсе кайнӑ, ӑна ӑҫта хунине эпир пӗлместпӗр».  Вара Пётрпа тепӗр вӗренекен тупӑклӑх патне кайнӑ.  Вӗсем иккӗшӗ те пӗрле чупса кайнӑ, анчах леш вӗренекенӗ Пётртан хӑвӑртрах чупнӑран тупӑклӑх патне маларах ҫитнӗ.  Вӑл пӗшкӗнсе шалалла пӑхнӑ та унта йӗтӗн пир выртнине курнӑ, анчах шала кӗмен.  Ҫав вӗренекен хыҫҫӑн Си́мон Пётр та ҫитнӗ, вӑл тупӑклӑха кӗнӗ те унта йӗтӗн пир выртнине курнӑ.  Иисусӑн пуҫне витнӗ тутӑр, чӗркесе хунӑскер, урӑх ҫӗрте, пиртен уйрӑм, выртнӑ.  Тупӑклӑх патне маларах ҫитнӗ вӗренекен те шала кӗнӗ, вара вӑл курнӑ та — ӗненнӗ.  Ҫапах та Иисус вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен Ҫырура каланине вӗсем ун чухне ӑнланман-ха. 10  Вара вӗренекенӗсем хӑйсен килӗсене таврӑннӑ. 11  Мария тупӑклӑх умӗнче макӑрса тӑнӑ. Макӑра-макӑра вӑл тупӑклӑха пӗшкӗнсе пӑхнӑ та 12  шурӑ тумлӑ икӗ ангел ларнине курнӑ: пӗри Иисус кӗлетки выртнӑ тӗлте пуҫ вӗҫӗнче, тепри ура вӗҫӗнче ларнӑ. 13  Вӗсем ӑна каланӑ: «Хӗрарӑм, эсӗ мӗншӗн макӑратӑн?» Вӑл вӗсене хуравланӑ: «Манӑн Ҫӳлхуҫана илсе кайнӑ, ӑна ӑҫта хунине пӗлместӗп». 14  Ҫакна каланӑ хыҫҫӑн вӑл ҫаврӑнса пӑхнӑ та Иисус тӑнине курнӑ. Анчах вӑл Иисуса палласа илеймен. 15  Иисус унран: «Хӗрарӑм, эсӗ мӗншӗн макӑратӑн? Кама шыратӑн?» — тесе ыйтнӑ. Мария ку пахчаҫӑ пулӗ тесе шутласа ӑна каланӑ: «Ырӑ ҫыннӑм, ӑна эсӗ илсе кайнӑ пулсан, ӑҫта хунине кала-ха, эпӗ ӑна кайса илӗп». 16  Иисус ӑна: «Мария!» — тенӗ. Мария ун еннелле ҫаврӑнса ӑна еврейла: «Раввуни́!» — тенӗ (ҫакӑ «вӗрентекен» тенине пӗлтерет). 17  Иисус ӑна каланӑ: «Мана тытса ан тӑр, эпӗ Атте патне хӑпарман-ха. Манӑн тӑвансем патне кай та вӗсене манӑн ҫак сӑмахсене кала: „Эпӗ хамӑн Атте патне, сирӗн Аҫӑр патне, хамӑн Турӑ патне, сирӗн Туррӑр патне хӑпаратӑп“». 18  Мария Магдали́на вӗренекенсем патне пынӑ та: «Эпӗ Ҫӳлхуҫана куртӑм!» — тенӗ. Унтан вӗсене хӑйне Иисус мӗн каланине каласа панӑ. 19  Ҫав эрнен малтанхи кунӗнчех, каҫхине, вӗренекенӗсем пӗрле пуҫтарӑннӑ, иудейсенчен хӑранипе вӗсем алӑкӗсене питӗрсе лартнӑ. Ҫавӑн чухне вӗсен хушшине Иисус пырса тӑнӑ та: «Мир* пултӑр сире!» — тенӗ. 20  Ҫакна каланӑ хыҫҫӑн вӑл вӗсене хӑйӗн аллисене тата аякне кӑтартнӑ. Вӗренекенӗсем Ҫӳлхуҫана курсан савӑнса кайнӑ. 21  Иисус вӗсене тепӗр хут каланӑ: «Мир* пултӑр сире! Мана Атте янӑ пек, эпӗ те сире яратӑп». 22  Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн вӑл вӗсем ҫине вӗрнӗ те каланӑ: «Святой сывлӑш илӗр. 23  Эсир камӑн та пулин ҫылӑхӗсене каҫаратӑр пулсан, апла Турӑ унӑн ҫылӑхӗсене каҫарнӑ. Эсир камӑн та пулин ҫылӑхӗсене каҫармастӑр пулсан, апла Турӑ унӑн ҫылӑхӗсене каҫарман». 24  Вуниккӗшӗнчен пӗри, Йӗкӗреш текен Фома́, Иисус килнӗ чухне вӗсемпе пӗрле пулман. 25  Ытти вӗренекенӗсем ӑна каланӑ: «Эпир Ҫӳлхуҫана куртӑмӑр!» Вӑл вӗсене каланӑ: «Пӑталанӑ хыҫҫӑн аллисем ҫинче юлнӑ суранӗсене курмасӑр, ҫав сурансене пӳрнепе тӗкӗнсе пӑхмасӑр тата унӑн аякне алӑпа тытса пӑхмасӑр эпӗ ӗненмӗп». 26  Сакӑр кунран унӑн вӗренекенӗсем каллех пӗр пӳртре пуҫтарӑннӑ, вӗсемпе пӗрле Фома́ та пулнӑ. Алӑксене питӗрнӗ пулин те, Иисус килнӗ те вӗсен хушшине тӑрса каланӑ: «Мир* пултӑр сире!» 27  Унтан вӑл Фомана каланӑ: «Пӳрнӳне ҫакӑнта хур та ман алӑсене кур тата аллуна тӑс та ман аяка тытса пӑх. Ӗнен, урӑх ан иккӗлен*». 28  Фома́ ӑна хуравласа каланӑ: «Манӑн Ҫӳлхуҫам, манӑн Туррӑм!» 29  Иисус ӑна каланӑ: «Эсӗ мана курнӑран ӗнентӗн-и? Курмасӑрах ӗненекенсем телейлӗ». 30  Паллах, Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсем умӗнче ҫак кӗнекере* ҫырса хуман ытти тӗлӗнмелле ӗҫсем те нумай тунӑ. 31  Ҫаксене вара сире Иисус вӑл Христос, Турӑ Ывӑлӗ, пулнине ӗнентерес тесе, ӗненнипе сирӗн унӑн ячӗ урлӑ пурнӑҫ илмелле пултӑр тесе ҫырса хунӑ.

Сноскӑсем

Е «канӑҫлӑх».
Е «канӑҫлӑх».
Е «канӑҫлӑх».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ӗненменскер ан пул».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «чӗркемре».