Иоанн 12:1—50

  • Мария Иисусӑн ури ҫине ҫу юхтарать (1—11)

  • Иисус Иерусалима чаплӑн кӗрет (12—19)

  • Иисус хӑй вилесси ҫинчен маларах каласа хурать (20—37)

  • Иудейсем ӗненменни — пророкла каланине пурнӑҫлани (38—43)

  • Иисус тӗнчене ҫӑлма килнӗ (44—50)

12  Пасха ҫитиччен ултӑ кун маларах Иисус Вифа́ни ялне, хӑй вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Лазарь пурӑнакан яла, килнӗ.  Иисус валли унта каҫхи апат хатӗрленӗ, Марфа хӑнасене пӑхнӑ, Лазарь вара Иисуспа пӗрле апат ҫиекенсенчен пӗри пулнӑ.  Ҫавӑн чухне Мария пӗр фунт* ырӑ шӑршӑллӑ ҫу, питӗ хаклӑ таса нард, илнӗ те Иисусӑн ури ҫине юхтарса хӑйӗн ҫӳҫӗпе шӑлнӑ. Вара ҫӑвӑн ырӑ шӑрши пӗтӗм пӳрте сарӑлнӑ.  Анчах Иисусӑн вӗренекенӗсенчен пӗри, ӑна сутасшӑн пулнӑ Иуда Искарио́т, каланӑ:  «Ҫак ырӑ шӑршӑллӑ ҫӑва 300 динарипе* сутса укҫине чухӑнсене парсан лайӑхрах пулмӗччӗ-и?»  Ҫакна вӑл чухӑнсене пулӑшас тесе мар, хӑй вӑрӑ пулнӑран каланӑ. Ун ҫумӗнче укҫа ещӗкӗ пулнӑ, унта хунӑ укҫана вӑл хӑй валли илкелесе тӑнӑ.  Иисус вара каланӑ: «Ан тив ӑна, ҫак йӑлана тума пар ӑна, ҫапла вӑл мана пытарас кун валли хатӗрлет.  Чухӑнсем сирӗнпе яланах пулӗҫ, эпӗ вара сирӗнпе яланах пулмӑп».  Иисус ӑҫта пулнине пӗлсен иудейсем ҫавӑнта нумаййӑн пынӑ, вӗсем Иисуса ҫеҫ мар, вӑл вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Лазаре те курасшӑн пулнӑ. 10  Вара аслӑ священниксем Лазаре те вӗлерме калаҫса татӑлнӑ, 11  мӗншӗн тесен ӑна пула иудейсем нумайӑшӗ ҫавӑнта пынӑ, вара Иисуса ӗненнӗ. 12  Тепӗр кунне уява килнӗ халӑх Иисус Иерусалима килет тенине илтнӗ. 13  Вара ҫынсем пальма турачӗсем илсе ӑна хирӗҫ тухнӑ, вӗсем: «Ҫӑлсамччӗ ӑна! Иеговӑн* ячӗпе килекен Израиль Патши пиллӗхлӗ пултӑр!» — тесе кӑшкӑрнӑ. 14  Иисус, ашак тихине тупса, ун ҫине утланса ларнӑ. Ҫакӑ Ҫырура ҫырнӑ пек пулнӑ, унта ҫапла каланӑ: 15  «Сио́н хӗрӗ, ан хӑра. Акӑ санӑн патшу ашак тихи ҫинче ларса килет». 16  Унӑн вӗренекенӗсем ҫакна малтан ӑнланман, анчах та Иисус мухтава тухсан, ҫакна ун ҫинчен ҫырнине тата ҫынсем ун валли шӑп ҫапла тунине вӗсем аса илнӗ. 17  Иисус Лазаре тупӑклӑхран чӗнсе кӑларнине, ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнине курнӑ ҫынсем ҫавӑн ҫинчен ыттисене кала-кала кӑтартнӑ. 18  Вӑл ҫав тӗлӗнмелле ӗҫе тунине илтнӗрен ӗнтӗ халӑх ӑна хирӗҫ тухнӑ. 19  Фарисейсем вара хӑйсем хушшинче ҫапла калаҫнӑ: «Куратӑр-и, эпир нимӗн те тӑваймастпӑр. Пӗтӗм тӗнче ун хыҫҫӑн пырать». 20  Уява Турра пуҫҫапма пынисем хушшинче грексем те пулнӑ. 21  Вӗсем Галилейӑри Вифсаи́да хулинчен пулнӑ Филипп патне пынӑ та унран ыйтма пуҫланӑ: «Ырӑ ҫыннӑм, пирӗн Иисуса курас килет». 22  Филипп ҫавӑн ҫинчен Андрея кайса каланӑ, унтан Андрейпа Филипп кайнӑ та ҫавӑн ҫинчен Иисуса каланӑ. 23  Иисус вара вӗсене каланӑ: «Этем Ывӑлӗн мухтава тухас вӑхӑчӗ ҫитрӗ. 24  Чӑн-чӑнах калатӑп сире: тулӑ пӗрчи ҫӗре ӳксе вилмесен пӗр пӗрчӗ анчах юлать, вилсен — унран нумай пӗрчӗ пулать. 25  Кам хӑйӗн пурнӑҫне юратать, ҫавӑ ӑна пӗтерет. Кам вара ку тӗнчере хӑйӗн пурнӑҫне кураймасть, ҫавӑ ӑна ӗмӗрлӗх пурнӑҫ валли упраса хӑварать. 26  Кам маншӑн ӗҫлесшӗн, ҫавӑ ман хыҫҫӑн пытӑр. Эпӗ ӑҫта пулатӑп, манӑн ӗҫлекен те ҫавӑнта пулӗ. Кам маншӑн ӗҫлесе тӑрӗ, ҫавна Атте чыс тӑвӗ. 27  Халӗ манӑн чунӑм пӑлханать. Мӗн калам-ши? Атте, ҫак йывӑр вӑхӑтран хӑтар мана. Анчах та эпӗ шӑпах ҫак вӑхӑтшӑн килнӗ. 28  Атте, хӑвӑн ятна мухтава кӑлар». Унтан тӳперен сасӑ илтӗнсе кайнӑ: «Мухтава кӑлартӑм, татах та мухтава кӑларӑп». 29  Ҫавна илтсен, унта тӑракан ҫынсенчен хӑшӗ-пӗрисем: «Ку аслати пулчӗ», — тенӗ. Теприсем: «Унпа ангел калаҫрӗ», — тенӗ. 30  Иисус вара каланӑ: «Ҫак сасӑ маншӑн мар, сирӗншӗн пулчӗ. 31  Халӗ ҫак тӗнчене суд тумалли вӑхӑт, халӗ ҫак тӗнче пуҫлӑхне хӑваласа ярӗҫ. 32  Эпӗ вара, мана ҫӗр ҫинчен ҫӗклесен*, пур тӗрлӗ ҫынна хам пата пуҫтарӑп». 33  Ҫакна вӑл хӑй мӗнле вилӗмпе вилессине пӗлтерес тесе каланӑ. 34  Вара халӑх ӑна каланӑ: «Эпир законран Христос ӗмӗр-ӗмӗр пуласса пӗлетпӗр. Мӗнле-ха эсӗ Этем Ывӑлне ҫӗклемелле тетӗн? Ҫав Этем Ывӑлӗ кам вӑл?» 35  Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Ҫутӑ сирӗн хушшӑрта тата кӑштах пулӗ. Сирӗн ҫутӑ пур чухне ҫутӑра ҫӳрӗр, вара тӗттӗм сире хупӑрласа илеймӗ. Кам тӗттӗмре ҫӳрет, ҫавӑ хӑй ӑҫта кайнине пӗлмест. 36  Сирӗн ҫутӑ пур чухне ҫав ҫутта ӗненӗр, вара эсир ҫутӑ ывӑлӗсем пулатӑр». Ҫакна каласан Иисус кайнӑ та вӗсене урӑх курӑнман. 37  Вӑл вӗсем умӗнче ҫав тери нумай тӗлӗнмелле ӗҫ тунӑ пулин те, вӗсем ӑна ӗненмен. 38  Ҫапла вара Иса́ия пророкӑн сӑмахӗсем пурнӑҫланнӑ, вӑл каланӑ: «Иегова*, пирӗнтен илтнӗ сӑмахсене кам ӗненчӗ? Иегова* хӑйӗн хӑватне* кама кӑтартрӗ?» 39  Иса́ия вӗсем мӗншӗн ӗненме пултарайманни ҫинчен те каланӑ: 40  «Вӗсем куҫӗпе ан курччӑр, чӗрипе ан ӑнланччӑр, ан улшӑнччӑр тесе тата манӑн вӗсене сыватмалла ан пултӑр тесе эпӗ вӗсен куҫне суккӑрлатрӑм, вӗсен чӗрине хытартӑм». 41  Иса́ия ҫавна Христосӑн мухтавне курнӑран каланӑ, вӑл ун ҫинчен каланӑ. 42  Ҫав-ҫавах пуҫлӑхсем хушшинче те нумайӑшӗ Иисуса ӗненнӗ, анчах та хӑйсене фарисейсем синагогӑран кӑларса ярасран хӑранипе вӗсем ӑна ӗненнине кӑтартман, 43  мӗншӗн тесен вӗсем ҫынсем мухтанине Турӑ мухтанинчен ытларах юратнӑ. 44  Иисус хытӑ сасӑпа каланӑ: «Кам мана ӗненет, ҫавӑ мана кӑна мар, мана яракана та ӗненет. 45  Кам мана курать, ҫавӑ мана яракана та курать. 46  Мана ӗненекенсенчен пӗри те тӗттӗмлӗхре ан юлтӑр тесе эпӗ тӗнчене ҫутӑ пек килтӗм. 47  Кам ман сӑмахсене илтсе вӗсене тытса тӑмасть, ҫавна эпӗ суд тумастӑп, мӗншӗн тесен эпӗ тӗнчене суд тума мар, тӗнчене ҫӑлма килтӗм. 48  Мана ним вырӑнне те хуман тата манӑн сӑмахсене йышӑнман ҫынна суд тӑвакан пур. Эпӗ каланӑ сӑмах ӑна юлашки кун суд тӑвӗ. 49  Мӗншӗн тесен эпӗ хамран каламан, мӗн каламаллине тата мӗне вӗрентмеллине мана янӑ Атте хӑй каларӗ*. 50  Эпӗ пӗлетӗп: унӑн заповечӗ ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пырать. Ҫавӑнпа та эпӗ, хам кирек мӗн каласан та, Атте мана каланӑ пек калатӑп».

Сноскӑсем

Ку вӑл Рим фунчӗ, 327 г яхӑн. Ӑ14-мӗш приложение пӑхӑр.
Пӗр дина́ри ӗҫлесе илес тесен ҫыннӑн пӗр кун ӗҫлемелле пулнӑ, 300 дина́ри ӗҫлесе илес тесен ҫулталӑка яхӑн ӗҫлемелле пулнӑ. Ӑ14-мӗш приложение пӑхӑр.
Урӑхла каласан, юпа ҫине пӑталасан.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «аллине».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «заповедь пачӗ».