Апостолсен ӗҫӗсем 26:1—32

  • Павел Агриппа умӗнче хӑйне хӳтӗлесе калаҫать (1—11)

  • Павел хӑй христианин мӗнле пулса тӑни ҫинчен каласа парать (12—23)

  • Фестпа Агриппа мӗн калани (24—32)

26  Агри́ппа Павела каланӑ: «Эпир сана хӑвна хӳтӗлесе сӑмах калама ирӗк паратпӑр». Вара Павел аллине ҫӗкленӗ те хӑйне хӳтӗлесе ҫапла каланӑ:  «Агри́ппа патша, еврейсем айӑпласа каланисенчен паян шӑп сан умӑнта хӳтӗленме май килнишӗн эпӗ хама телейлӗ тесе шутлатӑп.  Мӗншӗн тесен эсӗ еврейсен пур йӑли-йӗркине те, тавлашуллӑ ыйтӑвӗсене те лайӑх пӗлетӗн. Ҫавӑнпа та хама тӳсӗмлӗн итлеме тархаслатӑп сана.  Эпӗ мӗн ҫамрӑкранпах хамӑн халӑх хушшинче те, унтан Иерусалимра та мӗнле пурӑнни ҫинчен еврейсем пурте лайӑх пӗлсе тӑраҫҫӗ.  Вӗсем мана тахҫантанпах пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Кӑмӑлӗсем пулсан, эпӗ фарисей пулнине, хамӑр тӗнри пуринчен те хытӑрах ыйтакан ушкӑнра пулнине вӗсем хӑйсемех каласа пама пултараҫҫӗ.  Халӗ эпӗ Турӑ пирӗн мӑн асаттесене панӑ сӑмаха шаннишӗн суд умӗнче тӑратӑп.  Пирӗн 12 йӑх та Турӑ панӑ сӑмах пурнӑҫланасса шанса кунӗн-ҫӗрӗн уншӑн ӗҫлесе тӑрать. Патшам, ҫав шанчӑкшӑн еврейсем мана айӑплаҫҫӗ те.  Мӗншӗн эсир Турӑ вилнисене чӗртсе тӑратма пултараймасть тесе шухӑшлатӑр?  Эпӗ те Назаре́т Иисусӗн ятне хирӗҫ мӗн тума пултарнине пурне те тумалла тесе шутланӑччӗ. 10  Иерусалимра эпӗ ҫавна туса тӑтӑм та. Аслӑ священниксенчен ирӗк илсе чылай сӑваплӑ ҫынна тӗрмене хуптартӑм, вӗсене вӗлересшӗн пулнӑ чухне эпӗ вӗсене вӗлермелле тесе сасӑларӑм. 11  Вӗсем хӑйсен ӗненӗвӗнчен тунччӑр тесе эпӗ вӗсене нумай хутчен синагогӑсенче наказани патӑм, урса кайнӑран ытти хуласенче те хӗсӗрлерӗм. 12  Аслӑ священниксенчен ирӗк илсе эпӗ ҫак тӗллевпех Дамаска кайрӑм. 13  Ҫул ҫинче, патшам, кӑнтӑрла тӳперен мана та, манпа пӗрле пыракансене те ҫутӑ ҫутатса ячӗ. Ҫав ҫутӑ хӗвел ҫутинчен те ҫутӑрахчӗ. 14  Эпир пурте ҫӗре ӳкрӗмӗр, вара эпӗ сасӑ илтрӗм, вӑл мана еврейла ҫапла каларӗ: „Савл, Савл, эсӗ мӗншӗн мана хӗсӗрлетӗн? Мана* хирӗҫ кайса эсӗ хӑвнах сиен тӑватӑн“. 15  Эпӗ унран: „Хуҫам, кам эсӗ?“ — тесе ыйтрӑм. Вӑл мана: „Эпӗ — эсӗ хӗсӗрлекен Иисус, — терӗ. — 16  Ура ҫине тӑр, эпӗ сана суйласа илтӗм, ҫавӑнпа сана курӑнтӑм. Эсӗ манӑн ӗҫлекенӗм пулӑн, хӑв мӗн курни ҫинчен тата эпӗ сана мӗн кӑтартӑп*, ҫавӑн ҫинчен каласа пӗлтерекен* пулӑн. 17  Эпӗ сана хӑвӑн халӑхунтан та, урӑх халӑх ҫыннисенчен те хӳтӗлӗп. 18  Вӗсен куҫӗсем уҫӑлччӑр тесе, вӗсем сӗмлӗхрен ҫутта тухчӑр тата Шуйттан влаҫӗнчен хӑтӑлса Турӑ енне ҫаврӑнччӑр тесе, эпӗ сана вӗсем патне яратӑп. Вара мана ӗненнине пула вӗсен ҫылӑхӗсем каҫарӑнӗҫ тата вӗсем сӑваплисем хушшинче еткер илӗҫ“. 19  Ҫавӑнпа, Агри́ппа патша, Иисус мана ҫав курӑнура мӗн хушнине эпӗ пӑхӑнмасӑр тӑма пултараймарӑм. 20  Эпӗ ырӑ хыпара малтан Дамаскра пурӑнакансене, унтан Иерусалимра пурӑнакансене, пӗтӗм Иудея ҫӗрӗнчи ҫынсене тата урӑх халӑх ҫыннисене пӗлтертӗм. Эпӗ вӗсене пурне те сирӗн ӳкӗнмелле тесе, ӳкӗннине ӗҫсемпе кӑтартса Турӑ енне ҫаврӑнмалла тесе каларӑм. 21  Ҫавӑншӑн мана еврейсем храмра ярса тытрӗҫ те вӗлересшӗн пулчӗҫ. 22  Анчах та Турӑ пулӑшнипе эпӗ паянхи кунчченех ахаль ҫынсене те, ятлӑ-сумлисене те пророксем тата Моисей мӗн каланине ҫеҫ каласа пӗлтеретӗп. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, 23  Христосӑн асапланмалла пулнӑ тата унӑн, вилӗмрен чи малтан чӗрӗлсе тӑрса, пирӗн халӑха та, урӑх халӑх ҫыннисене те ҫутӑ ҫинчен пӗлтермелле пулнӑ». 24  Павел хӑйне ҫапла хӳтӗленӗ чухне Фест хытӑ сасӑпа каланӑ: «Павел, эсӗ ухмаха тухнӑ! Нумай пӗлни сана ухмаха кӑларать!» 25  Анчах Павел каланӑ: «Хисеплӗрен те хисеплӗ Фест, ҫук, эпӗ ухмаха тухман. Эпӗ тӗрӗс те чӑн сӑмахсем калатӑп. 26  Патша ҫакна хӑй те лайӑх пӗлсе тӑрать, ҫавӑнпа та эпӗ ҫакӑн ҫинчен хӑюллӑнах калатӑп. Патша мӗн те пулин пӗлмесӗр тӑрса юлнӑ тесе шутламастӑп, мӗншӗн тесен ҫакӑ вӑрттӑн пулса иртмен. 27  Агри́ппа патша, эсӗ пророксене ӗненетӗн-и? Пӗлсех тӑратӑп — ӗненетӗн». 28  Агри́ппа Павела каланӑ: «Тата кӑштахран эсӗ мана христианин пулса тӑма ӗнентерӗн». 29  Павел каланӑ: «Кӑштахран-и, кӑштахран мар-и, эсӗ кӑна мар, паян хама итлекенсем пурте ман пек пулса тӑччӑр тесе Турра кӗлтӑватӑп, анчах вӗсем ҫак сӑнчӑрсемсӗр пулччӑр тетӗп». 30  Вара патша та, унпа пӗрле пуҫлӑх* та, Верени́ка та, вӗсемпе пӗрле ларакансем те ура ҫине тӑнӑ. 31  Тухнӑ чухне вӗсем пӗр-пӗрне ҫапла каланӑ: «Ку ҫын вилӗме тивӗҫлине е тӗрмере ларма тивӗҫлине нимӗн те туман». 32  Агри́ппа вара Феста: «Цезарь* судне ыйтман пулсан, ку ҫынна ирӗке кӑларса яма та пулатчӗ», — тенӗ.

Сноскӑсем

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «шӑчча». Шӑчӑ — выльӑха хӑваламалли шӗвӗртнӗ вӑрӑм патак.
Е «хам ҫинчен мӗн кӑтартӑп».
Е «ҫавӑн свидетелӗ».
Е «прокура́тор».
Е «император».