Апостолсен ӗҫӗсем 24:1—27

  • Павела айӑплаҫҫӗ (1—9)

  • Павел хӑйне Феликс умӗнче хӳтӗлет (10—21)

  • Павелӑн ӗҫне пӑхса тухасси 2 ҫуллӑха тӑсӑлать (22—27)

24  Тепӗр пилӗк кунран чи аслӑ священник, Ана́ния, ҫитнӗ. Унпа пӗрле старейшинӑсем тата Терту́лл ятлӑ ӑста калаҫакан* пулнӑ. Вӗсем Павела айӑпламашкӑн пуҫлӑх умне пырса тӑнӑ.  Тертула чӗнсен, вӑл Фе́ликс умӗнче Павела айӑпласа ҫапла калама пуҫланӑ: «Хисеплӗрен те хисеплӗ Фе́ликс! Сана пула эпир мирлӗ пурӑнатпӑр, эсӗ ӑслӑ-тӑнлӑ ертсе пынине пула халӑх пурнӑҫне лайӑхлатакан улшӑнусем пулса пыраҫҫӗ.  Ҫаксемшӗн пуриншӗн те эпир сана ялан тем пекех тав тӑватпӑр.  Эпӗ сана нумаях чӑрмантарса тӑрасшӑн мар. Тархасшӑн, яланхи пекех ырӑ кӑмӑллӑ пулса пире итлеме кӑштах вӑхӑт уйӑрсам.  Ҫак ҫын пирки эпир сана акӑ мӗн каласшӑн: вӑл ерекен чир пек хӑрушӑ*, пӗтӗм тӗнчери еврейсем хушшинче пӑлхавсем ҫӗклет тата вӑл назаретсен сектин пуҫлӑхӗ.  Вӑл храма та ирсӗрлетме хӑтланчӗ, ҫавӑнпа эпир ӑна ярса тытрӑмӑр та.  ——*  Эсӗ ӑна ыйтса тӗпчесен, эпир ӑна айӑплани пӗтӗмпех тӗрӗс пулнине хӑвах курӑн».  Еврейсем те Павела айӑпланипе килӗшсе чӑнах та ҫапла пулнӑ тесе каланӑ. 10  Фе́ликс, пуҫне сулса, Павела калаҫма ирӗк панӑ, вара лешӗ каланӑ: «Эсӗ ҫак халӑха нумай ҫул хушши суд тунине эпӗ лайӑх пӗлетӗп, ҫавӑнпа эпӗ хама сан умӑнта хаваспах хӳтӗлӗп. 11  Пӗр 12 кун каялла эпӗ Иерусалима Турра пуҫҫапма пытӑм, ҫакна эсӗ хӑв та тӗрӗслесе пӑхма пултаратӑн. 12  Эпӗ кампа та пулин храмра тавлашнине, синагогӑсенче е хулара халӑха пӑлхав ҫӗклеме хӗтӗртнине никам та курман. 13  Халӗ вӗсем мана мӗн пирки айӑплаҫҫӗ, ҫавна нимӗнпе те ҫирӗплетсе параймаҫҫӗ. 14  Чӑнах, эпӗ вӗсем секта вӗрентӗвӗ текен вӗрентӗве тытса тӑратӑп, хамӑн мӑн асаттесен Турришӗн ҫав вӗрентӳпе килӗшӳллӗн ӗҫлесе тӑратӑп, ҫакӑнтан тунмастӑп. Тата эпӗ законра та, пророксен кӗнекинче те мӗн ҫырнине пурне те ӗненетӗп. 15  Эпӗ, вӗсем пекех, Турӑ тӳрӗ ҫынсене те, тӳрӗ маррисене те вилӗмрен чӗртсе тӑратасса шанса тӑратӑп. 16  Ҫавӑнпа та эпӗ яланах хамӑн совесть Турӑ умӗнче те, ҫынсем умӗнче те таса пултӑр тесе тӑрӑшатӑп. 17  Чылай ҫул иртсен, эпӗ хамӑн халӑхри ҫынсене пулӑшма пуҫтарнӑ укҫа-тенкӗне* пама тата Турра парнесем кӳме Иерусалима килтӗм. 18  Эпӗ храмра пулнӑ чухне вӗсем мана тытрӗҫ те. Ҫав вӑхӑт тӗлнелле эпӗ тасалмалли йӑла-йӗркене туса ирттернӗччӗ ӗнтӗ. Манпа пӗрле халӑх пулман, эпӗ нимӗнле шӑв-шав та ҫӗклемен. Анчах та унта Азирен* килнӗ еврейсем пурччӗ. 19  Мана хирӗҫ мӗн те пулин каламалли пур пулсан, мана сан умӑнта вӗсен айӑпламаллаччӗ. 20  Е эпӗ Синедрио́н умӗнче тӑнӑ чухне манра мӗнле айӑп тупнине кунта килнисем каласа паччӑр. 21  Айӑпласса та вӗсем мана ҫакӑншӑн ҫеҫ айӑплама пултараҫҫӗ: вӗсем умӗнче тӑнӑ чухне эпӗ хытӑ сасӑпа: „Паян мана вилнисем чӗрӗлсе тӑрасса шанса пурӑннӑшӑн сирӗн умра суд тӑваҫҫӗ!“ — терӗм». 22  Фе́ликс, Ҫӳлхуҫа ҫулӗ* ҫинчен самаях пӗлекенскер, вӗсене: «Пин салтак пуҫлӑхӗ* Ли́сий килсессӗн, эпӗ сирӗн ӗҫ пирки йышӑну тӑвӑп», — тесе вӗсен ӗҫне каяраха хӑварнӑ. 23  Вӑл ҫӗр салтак пуҫлӑхне* Павела хуралласа усрама хушнӑ, анчах та ӑна кӑштах ирӗклӗх пама та каланӑ, унӑн тусӗсене уншӑн тӑрӑшма чармалла мар тенӗ. 24  Тепӗр темиҫе кунран Фе́ликс хӑйӗн арӑмӗпе, Друзиллӑпа, пынӑ (вӑл иудей хӗрарӑмӗ пулнӑ). Христос Иисуса ӗненни мӗне пӗлтерни ҫинчен итлес тесе Фе́ликс Павела чӗнтерсе илнӗ. 25  Анчах та Павел тӳрӗлӗх, чарулӑх тата пулас суд ҫинчен калама пуҫласан, Фе́ликс хӑраса ӳкнӗ те каланӑ: «Хальлӗхе кайма пултаратӑн. Вӑхӑт тупӑнсан, эпӗ сана каллех чӗнтерӗп». 26  Вӑл хӑйне Павел укҫа парасса кӗтнӗ, ҫавӑнпа ӑна чӗнтере-чӗнтере килсе унпа калаҫнӑ. 27  Анчах та икӗ ҫул иртсен, Фе́ликс вырӑнне По́рций Фест пуҫлӑх пулса тӑнӑ. Еврейсене юрас тесе Фе́ликс Павела хурал аллинчех хӑварнӑ.

Сноскӑсем

Е «юрист; адвокат».
Е «инкек кӳрсе тӑракан». Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «эпидеми».
Е «хӗрхенӳ парнисене».
Словаре пӑхӑр.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Ҫул». Ҫакӑнта христиансен вӗрентӗвӗсемпе пурнӑҫ йӗрки ҫинчен сӑмах пырать.
Е «трибу́н».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «центуриона».