Апостолсен ӗҫӗсем 21:1—40

  • Иерусалима каймалли ҫул ҫинче (1—14)

  • Павел Иерусалима ҫитет (15—19)

  • Павел старейшинӑсем мӗн каланине тӑвать (20—26)

  • Ҫынсем храмра пӑлханаҫҫӗ; Павела арестлеҫҫӗ (27—36)

  • Павела халӑх умӗнче сӑмах калама ирӗк параҫҫӗ (37—40)

21  Вӗсемпе сывпуллашсан эпир карап ҫине лартӑмӑр та тӳрех Коса кайрӑмӑр. Тепӗр кунне эпир Родоса, унтан Патарӑна ҫитрӗмӗр.  Унта Финикийӑна каякан карап тупрӑмӑр та ун ҫине ларса малалла кайрӑмӑр.  Кипр курӑна пуҫласан, ӑна сулахая хӑварса Сири еннелле ишсе кайрӑмӑр. Карап ҫинчи тиеве Тирта пушатмалла пулнӑран эпир унта чарӑнса тӑтӑмӑр.  Эпир Тирта вӗренекенсене шыраса тупрӑмӑр та вӗсем патӗнче ҫичӗ кун пурӑнтӑмӑр. Святой сывлӑш пӗлтернипе вӗсем Павела Иерусалима ан кай тесе пӗрре анчах мар каларӗҫ.  Кайма вӑхӑт ҫитсен, эпир каллех ҫула тухрӑмӑр. Вӗсем пурте, хӗрарӑмсемпе тата ачасемпе пӗрле, пире порта ҫитиех ӑсатса ячӗҫ. Унта эпир чӗркуҫленсе ларса кӗлтурӑмӑр та  пӗр-пӗринпе сывпуллашрӑмӑр. Ҫавӑн хыҫҫӑн эпир карап ҫине лартӑмӑр, вӗсем вара килӗсене таврӑнчӗҫ.  Тиртан эпир Птолемаидӑна ишсе ҫитрӗмӗр, унта тӑвансемпе тӗл пултӑмӑр та вӗсем патӗнче пӗр кун пурӑнтӑмӑр.  Тепӗр кунне эпир ҫула тухрӑмӑр та Кесарие ҫитрӗмӗр. Унта эпир ырӑ хыпар саракан Филипӑн килӗнче чарӑнса тӑтӑмӑр, вӑл ҫиччӗшӗнчен пӗриччӗ.  Унӑн пророкла калаҫакан качча кайман тӑватӑ хӗр пурччӗ. 10  Эпир вӗсем патӗнче чылай кун пурӑнсан, Иудейӑран Ага́в пророк килчӗ. 11  Вӑл пирӗн пата пырсан, Павелӑн пиҫиххине илчӗ те хӑйӗн алли-урине ҫыхса ҫапла каларӗ: «Святой сывлӑш акӑ мӗн калать: „Ҫак пиҫиххин хуҫине еврейсем Иерусалимра ҫапла тытса ҫыхӗҫ те урӑх халӑх ҫыннисен аллине парӗҫ“». 12  Ҫакна илтсен эпир те, унта пурӑнакан тӑвансем те Павела Иерусалима ан кай тесе тархаслама пуҫларӑмӑр. 13  Павел вара каларӗ: «Мӗн тӑватӑр эсир? Мӗншӗн макӑратӑр? Мӗншӗн мана хам тытнӑ шухӑшран пӑрса ярасшӑн тӑрӑшатӑр*? Эпӗ хама ҫыхса пӑрахтарма кӑна мар, Иисус Ҫӳлхуҫа ячӗшӗн Иерусалимра вилме те хатӗр». 14  Эпир ӑна ӳкӗте кӗртеймерӗмӗр, вара тек ҫине тӑмарӑмӑр*. «Иеговӑн* ирӗкӗ пултӑр», — терӗмӗр. 15  Ҫавӑн хыҫҫӑн эпир ҫула пуҫтарӑнтӑмӑр та Иерусалима тухса кайрӑмӑр. 16  Пирӗнпе пӗрле Кесарири хӑш-пӗр вӗренекенсем те пычӗҫ. Вӗсем пире Мнасо́н ятлӑ Кипр ҫыннин килне илсе кайрӗҫ, пирӗн ун патӗнче пурӑнмаллаччӗ. (Вӑл малтанхи вӗренекенсенчен пӗри пулнӑ.) 17  Эпир Иерусалима ҫитсен, тӑвансем пире хапӑл туса ӑшшӑн кӗтсе илчӗҫ. 18  Тепӗр кунне Павел пирӗнпе пӗрле Иаков патне кайрӗ, унта старейшинӑсем пурте пуҫтарӑнчӗҫ. 19  Павел вӗсене саламларӗ те хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫӗ урлӑ Турӑ урӑх халӑхсем хушшинче мӗн-мӗн туни ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе каласа пачӗ. 20  Павела итлесе пӗтерсен вӗсем Турра мухтама пуҫларӗҫ, унтан Павела каларӗҫ: «Тӑванӑм, куратӑн-и, еврейсем пинӗ-пинӗпех ӗненчӗҫ! Вӗсем пурте — законшӑн ҫунса тӑракан ҫынсем. 21  Анчах вӗсем патне сан ҫинчен сӑмах ҫитнӗ. Эсӗ урӑх халӑхсем хушшинче пурӑнакан еврейсене ачисен ӳтне кастарма тата йӑласене тытса тӑма чарса Моисей законне хирӗҫлесе вӗрентетӗн тесе калаҫкаланине илтнӗ вӗсем. 22  Апла пирӗн мӗн тумалла-ши? Вӗсем эсӗ килнине пӗлӗҫҫех. 23  Ҫавӑнпа эпир мӗн каланине тусам. Пирӗн хушӑра Турра сӑмах панӑ тӑватӑ ҫын пур. 24  Кай та вӗсемпе пӗрле тасалмалли йӑла-йӗркене туса ирттер тата вӗсем хӑйсен ҫӳҫӗсене кастарччӑр тесе вӗсен тӑкакӗсене саплаштар. Вара пурте сан ҫинчен илтнӗ сӑмах тӗрӗс мар пулнине тата эсӗ унчченхи пекех закона тытса тӑнине пӗлӗҫ. 25  Ӗненекен урӑх халӑх ҫыннисене вара эпир хамӑр тунӑ йышӑну ҫинчен ҫыру ҫырса ятӑмӑр: вӗсен йӗрӗхсене кӳнӗ парнесенчен, юнран, пӑвса вӗлернӗ* выльӑхӑн ашне ҫиессинчен тата аскӑнлӑхран* сыхланмалла терӗмӗр». 26  Тепӗр кунне Павел кайрӗ те ҫав арҫынсемпе пӗрле тасалмалли йӑла-йӗркене туса ирттерчӗ, вара тасалмалли кунсем хӑҫан вӗҫленесси ҫинчен тата вӗсемшӗн кашнишӗн хӑҫан парне кӳресси ҫинчен пӗлтерме храма кӗчӗ. 27  Тасалмалли ҫичӗ кун вӗҫленсе пынӑ чухне Азири* еврейсем Павела храмра курнӑ та халӑха ӑна хирӗҫ тӑма хӗтӗртсе ӑна ярса тытнӑ. 28  «Израиль ҫыннисем, пулӑшӑр! — тесе кӑшкӑрнӑ вӗсем. — Ҫак ҫын пирӗн хулана, пирӗн закона тата ҫак вырӑна хурлакан вӗрентӗве пур ҫӗрте те сарса ҫӳрет. Ҫитменнине тата, вӑл храма грексене илсе килсе ҫак сӑваплӑ вырӑна ирсӗрлетрӗ». 29  Кӑшт маларах вӗсем Павела хулара Трофим ятлӑ Эфе́с ҫыннипе пӗрле курнӑ пулнӑ, ҫавӑнпа вӗсем Павел ӑна храма илсе килнӗ тесе шутланӑ. 30  Пӗтӗм хула пӑлханса кайнӑ. Ҫынсем храма чупса пынӑ та Павела ярса тытса ӑна унтан сӗтӗрсе тухнӑ; алӑксене вара тӳрех хупса хунӑ. 31  Вӗсем ӑна вӗлересшӗн пулнӑ, анчах пӗтӗм Иерусалим пӑлханма пуҫлани ҫинчен пин салтак пуҫлӑхне* пӗлтернӗ, 32  вара вӑл салтаксемпе ҫӗр салтак пуҫлӑхӗсене* хӑйпе пӗрле илнӗ те тӳрех ҫынсем пуҫтарӑннӑ ҫӗре чупса кайнӑ. Пин салтак пуҫлӑхне тата салтаксене курсан, ҫынсем Павела хӗнеме чарӑннӑ. 33  Пин салтак пуҫлӑхӗ Павел патне пынӑ та ӑна арестлесе икӗ сӑнчӑрпа сӑнчӑрлама хушнӑ. Унтан вӑл: «Мӗнле ҫын ку? Мӗн турӗ вӑл?» — тесе ыйтнӑ. 34  Халӑх хушшинче пӗрисем пӗр тӗрлӗ, теприсем тепӗр тӗрлӗ кӑшкӑрнӑ. Шавлӑ пулнӑран вӑл чӑннипе мӗн пулнине пӗлеймен, ҫавӑнпа Павела казармӑна илсе кайма хушнӑ. 35  Анчах Павел картлашка тӑрӑх хӑпарнӑ чухне, халӑх ҫав тери урса кайнӑран, салтаксен ӑна йӑтса хӑпарма тивнӗ. 36  Халӑх вара хыҫалтан: «Вӗлермелле ӑна!» — тесе кӑшкӑрса пынӑ. 37  Казармӑна кӗрес умӗн Павел пин салтак пуҫлӑхӗнчен: «Манӑн сана пӗр сӑмах калама юрать-и?» — тесе ыйтнӑ. Лешӗ тӗлӗнсе: «Эсӗ грекла пӗлетӗн-им? — тенӗ. — 38  Нумаях пулмасть пӑлхав ҫӗклесе 4 000 ҫынна* пушхире ертсе кайнӑ Египет ҫынни эсӗ мар эппин?» 39  Вара Павел каланӑ: «Эпӗ еврей, Киликийӑри пурте лайӑх пӗлекен Тарс хулин ҫынни*. Тархасшӑн, мана халӑх умӗнче сӑмах калама ирӗк парсам». 40  Лешӗ ирӗк панӑ. Вара Павел картлашка ҫинчен аллипе паллӑ кӑтартса халӑха шӑпланма ыйтнӑ. Пурте шӑплансан, вӑл еврейла ҫапла калама пуҫланӑ:

Сноскӑсем

Е «манӑн чӗрене хурлантаратӑр».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «шӑплантӑмӑр».
Е «юн юхтарса кӑларман».
Словаре пӑхӑр.
Е «трибуна́».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «центурионсене».
Е «сикарине». Сикарисем — еврейсен политика ушкӑнӗ, хӑйсен шухӑшӗсене хӳтӗлес тесе вӗсем тем тума та — вӗлерме те хатӗр пулнӑ.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «гражданинӗ».