Апостолсен ӗҫӗсем 18:1—28

  • Павел хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне Коринфра тӑвать (1—17)

  • Сирири Антиохие таврӑнни (18—22)

  • Павел Галатие тата Фригие каять (23)

  • Ӑста калаҫакан Аполлоса пулӑшаҫҫӗ (24—28)

18  Ҫавӑн хыҫҫӑн Павел Афинӑран кайнӑ та Коринфа ҫитнӗ.  Унта вӑл Понтра ҫуралнӑ Аки́ла ятлӑ пӗр еврея тата унӑн арӑмне Прискиллӑна тӗл пулнӑ. Кла́вдий цезарь* еврейсене пурне те Римран тухса кайма хушнӑран Акилӑпа Приски́лла нумаях пулмасть Италирен килнӗ пулнӑ. Павел вӗсем патне пынӑ.  Вӗсем, Павел пекех, чатӑр тӑвакансем пулнӑ. Ҫавӑнпа Павел вӗсем патӗнчех юлнӑ, вӗсемпе пӗрле ӗҫлесе пурӑннӑ.  Кашни шӑматкун вӑл синагогӑра сӑмах тухса каланӑ* тата еврейсемпе грексене хӑй калакан хыпара ӗненме ӳкӗтленӗ.  Македонирен Силӑпа Тимофей пырсассӑн, Павел Туррӑн сӑмахне пӗлтерме тата ытларах вӑхӑт уйӑрма пуҫланӑ. Павел еврейсене Иисус вӑл Христос тесе ҫирӗплетсе панӑ.  Анчах та вӗсем ӑна хирӗҫ тӑнӑ, темтепӗр каласа хӑртнӑ. Вара вӑл тумтирӗ ҫинчи тусанне силлесе* вӗсене ҫапла каланӑ: «Эсир ҫӑлӑнаймасан, хӑвӑрах айӑплӑ пулатӑр.* Эпӗ айӑплӑ мар. Халӗ эпӗ урӑх халӑх ҫыннисем патне каятӑп».  Вӑл синагогӑран тухса кайнӑ та Турра пуҫҫапакан Ти́тий Иу́ст ятлӑ ҫыннӑн килне пынӑ. (Унӑн килӗ синагогӑпа юнашар пулнӑ.)  Ҫапах та синагога пуҫлӑхӗ Крисп тата унӑн пӗтӗм кил-йышӗ Ҫӳлхуҫана ӗненме пуҫланӑ. Ырӑ хыпара илтнӗ Кори́нф ҫыннисем те нумайӑшӗ ӗненнӗ те шыва кӗнӗ.  Ҫӗрле курӑнура Ҫӳлхуҫа Павела каланӑ: «Ан хӑра! Кала, калама ан чарӑн, 10  мӗншӗн тесен эпӗ санпа пӗрле, сан ҫине никам та тапӑнмӗ, сана сиен тумӗ. Ҫак хулара манӑн нумай ҫын пур». 11  Вара Павел халӑха Турӑ сӑмахне вӗрентсе унта ҫулталӑк ҫурӑ пурӑннӑ. 12  Галлио́н Аха́йӑн проко́нсулӗ* пулнӑ вӑхӑтра еврейсем хӑйсем хушшинче калаҫса татӑлса Павела ярса тытнӑ та суд тумалли вырӑна илсе пынӑ, 13  вара проконсула каланӑ: «Ҫак ҫын Турра мӗнле пуҫҫапмаллине законра ҫырнӑ пек вӗрентмест». 14  Павел мӗн те пулин калама ӗлкӗричченех Галлио́н еврейсене ҫапла каланӑ: «Ҫак ҫын япӑх ӗҫ тунӑ пулсан е закона пӑснӑ пулсан, эпӗ сире итленӗ пулӑттӑм. 15  Анчах та эсир сӑмахсем ҫинчен, ятсем ҫинчен, хӑвӑр законӑр ҫинчен тавлашатӑр пулсан, ҫавна хӑвӑрах татса парӑр. Ҫакнашкал ӗҫсенче манӑн судья пулас килмест». 16  Вара вӑл вӗсене ҫавӑнтан хӑваласа янӑ. 17  Унтан вӗсем синагога пуҫлӑхне, Сосфена, ярса тытнӑ та суд тумалли вырӑн умӗнчех хӗнеме пуҫланӑ. Анчах Галлио́н вӗсен хушшине кӗмен. 18  Павел унта тата пӗр вӑхӑт хушши пурӑннӑ. Унтан тӑвансемпе сывпуллашса карап ҫине ларнӑ та Прискиллӑпа тата Акилӑпа пӗрле Сирие ишсе кайнӑ. Унччен маларах вӑл, Турра сӑмах панӑран, Кенхрейӑра ҫӳҫне кастарнӑ. 19  Эфеса ҫитсен Павел вӗсене хулара хӑварнӑ та хӑй синагогӑна кайнӑ. Унта вӑл еврейсемпе калаҫса вӗсене Ҫырура мӗн ҫырнине ӑнланма пулӑшнӑ. 20  Вӗсем ӑна хӑйсем патӗнче пӗр вӑхӑт хушши юлма тархасласа ыйтнӑ, анчах вӑл килӗшмен. 21  Сывпуллашнӑ чухне Павел вӗсене каланӑ: «Иеговӑн* ирӗкӗ пулсан, эпӗ сирӗн пата татах килӗп-ха». Вара вӑл Эфесран караппа ишсе кайса 22  Кесарие ҫитнӗ. Унтан вӑл Иерусалима кайнӑ. Унти пухупа тӗл пулнӑ хыҫҫӑн вӑл Антиохие кайнӑ. 23  Антиохире пӗр вӑхӑт пурӑннӑ хыҫҫӑн Павел каллех ҫула тухнӑ. Вӑл Галатири тата Фригири хуласем тӑрӑх ҫӳресе вӗренекенсене пурне те ҫирӗплетнӗ. 24  Аполло́с ятлӑ еврей, Александрийӑра ҫуралнӑскер, Эфеса пынӑ. Вӑл ӑста калаҫакан, Ҫырӑва лайӑх пӗлекен ҫын пулнӑ. 25  Аполло́с Иеговӑн* вӗрентӗвне пӗлнӗ.* Вӑл Иоанн шыва кӗмелли ҫинчен мӗн вӗрентнине ҫеҫ пӗлнӗ пулин те, святой сывлӑш хавхалантарнипе Иисус ҫинчен хӗрӳллӗн калаҫнӑ тата тӗп-тӗрӗс вӗрентнӗ. 26  Вӑл синагогӑра хӑюллӑн вӗрентме пуҫланӑ. Ӑна илтсен, Прискиллӑпа Аки́ла ӑна хӑйсем патне чӗннӗ те Туррӑн вӗрентӗвне* тата тӗплӗнрех ӑнлантарса панӑ. 27  Аполло́с Ахайӑна кайма шут тытнӑ, ҫавӑнпа тӑвансем унти вӗренекенсем патне ҫыру ҫырса ярса ӑна хапӑл туса йышӑнма ыйтнӑ. Ахайӑна ҫитсен Аполло́с Туррӑн виҫесӗр ырӑлӑхне пула ӗненме тытӑннисене нумай пулӑшнӑ. 28  Аполло́с, Иисус вӑл Христос пулнине Ҫыру тӑрӑх ҫирӗплетсе парса, халӑх умӗнче пӗтӗм хастарлӑхпа еврейсем тӗрӗс мар шухӑшланине кӑтартса панӑ.

Сноскӑсем

Е «император».
Е «хӑйне итлекенсемпе калаҫса вӗсене шухӑшлаттарнӑ».
Ҫапла тунипе вӗренекенсем ырӑ хыпара йышӑнман ҫынсене Турӑ мӗн тӑвассишӗн хӑйсем яваплӑ маррине кӑтартнӑ.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Сирӗн юн хӑвӑр пуҫ ҫинчех пултӑр».
Проко́нсул — Рим империйӗнчи провинцин пуҫлӑхӗ.
Е «Аполлоса Иеговӑн ҫулне сӑмах вӗҫҫӗн вӗрентнӗ».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫулне».