Апостолсен ӗҫӗсем 15:1—41

  • Антиохире ӳт кастармаллипе кастармалла марри пирки тавлашаҫҫӗ (1, 2)

  • Тӑвансем ҫак ыйтупа Иерусалима каяҫҫӗ (3—5)

  • Старейшинӑсемпе апостолсем пӗрле пуҫтарӑнаҫҫӗ (6—21)

  • Ертсе пыракан советӑн ҫырӑвӗ (22—29)

    • Юнран сыхланмалла (28, 29)

  • Ҫыру пухусене хавхалантарать (30—35)

  • Павелпа Варнава пӗр-пӗринчен уйрӑлса каяҫҫӗ (36—41)

15  Иудейӑран темиҫе ҫын килнӗ те тӑвансене ҫапла вӗрентме пуҫланӑ: «Эсир Моисей законӗ тӑрӑх ӳт кастармасан ҫӑлӑнаймастӑр».  Павелпа Варна́ва вӗсемпе пачах килӗшмен, вӗсемпе тавлашсах кайнӑ. Вара Павела, Варнавӑна тата темиҫе тӑвана ҫак ыйтупа* Иерусалимри апостолсемпе старейшинӑсем патне яма йышӑннӑ.  Пуху вӗсене кӑштах ӑсатса янӑ, унтан вӗсем Финикийӑпа Сама́ри урлӑ кайнӑ. Вӗсем тӑвансене урӑх халӑх ҫыннисем Турра мӗнле пуҫҫапма пуҫлани ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпех каласа панӑ, вара пурте питӗ савӑннӑ.  Вӗсем Иерусалима ҫитсен, пуху та, апостолсемпе старейшинӑсем те вӗсене хапӑл туса йышӑннӑ. Вара вӗсем Турӑ хӑйсем урлӑ тунӑ нумай ӗҫ ҫинчен каласа панӑ.  Анчах та Иисуса ӗненме пуҫланӑ фарисейсенчен* хӑшӗ-пӗрисем хӑйсен вырӑнӗсенчен тӑнӑ та ҫапла каланӑ: «Вӗсен ӳтне касмалла тата вӗсене Моисей законне тытса тӑма хушмалла».  Вара апостолсемпе старейшинӑсем ҫак ыйтӑва сӳтсе явма пуҫтарӑннӑ.  Чылайччен хӗрӳллӗн сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн Пётр тӑнӑ та каланӑ: «Тӑвансем, эсир лайӑх пӗлетӗр ӗнтӗ, урӑх халӑх ҫыннисем ырӑ хыпара манран илтчӗр тата ӗненччӗр тесе Турӑ хамӑр хушӑран малтанах мана суйласа илчӗ.  Ҫын чӗрине пӗлекен Турӑ, пире панӑ пекех вӗсене те святой сывлӑш парса, вӗсене йышӑннине кӑтартрӗ.  Вӗсем ӗненнине кура вӑл вӗсен чӗрисене тасатса пирӗнпе вӗсем хушшинче нимӗнле уйрӑмлӑх та ҫуккине кӑтартрӗ. 10  Апла мӗншӗн-ха эсир вӗренекенсен мӑйне пирӗн мӑн асаттесем те, эпир хамӑр та йӑтма пултарайман сӳсмене* тӑхӑнтартса Турра тӗрӗслетӗр? 11  Эпир Иисус Ҫӳлхуҫамӑрӑн виҫесӗр ырӑлӑхне пула ҫӑлӑнасса ӗненетпӗр, вӗсем те ҫаплах ҫӑлӑнӗҫ». 12  Пётр ҫакна каласан, пурте шӑпах пулнӑ та Варнавӑпа Павела итлеме пуҫланӑ. Вӗсем Турӑ хӑйсем урлӑ урӑх халӑх ҫыннисем хушшинче нумай паллӑ кӑтартни ҫинчен, нумай тӗлӗнмелле ӗҫ туни ҫинчен каласа панӑ. 13  Вӗсем каласа пӗтерсен, Иаков каланӑ: «Тӑвансем, итлӗр-ха мана. 14  Турӑ урӑх халӑх ҫыннисенчен хӑй ячӗпе ҫӳрекен халӑх пуҫтарас тесе вӗсене йышӑнма пуҫлани ҫинчен Симео́н* тӗплӗн каласа пачӗ. 15  Ҫакӑ пророксен кӗнекисенче мӗн ҫырнипе килӗшсе тӑрать, унта ҫапла ҫырнӑ: 16  „Ҫавӑн хыҫҫӑн эпӗ таврӑнӑп та Давидӑн арканнӑ ҫуртне* хӑпартӑп, мӗн арканнине юсӑп, ӑна ҫӗнӗрен туса лартӑп. 17  Ҫакна эпӗ юлнисем мӗнпур халӑх ҫыннисемпе пӗрле — манӑн ятпа хисепленекенсемпе — Иеговӑна* тӑрӑшса шыраччӑр тесе тӑвӑп. Кӑна Иегова*, ҫакна тӑваканӗ, калать. 18  Вӑл ҫакна тума мӗн ӗмӗртенпех шутласа хунӑ пулнӑ“. 19  Ҫавӑнпа та эпӗ ҫапла шутлатӑп: Турӑшӑн ӗҫлес текен урӑх халӑх ҫыннисене чӑрмав кӳмелле мар. 20  Вӗсем патне ҫакӑн ҫинчен ҫеҫ ҫырса ямалла: йӗрӗхсене пуҫҫапассипе ҫыхӑннӑ япаласенчен, аскӑнлӑхран*, пӑвса вӗлернӗ* выльӑхӑн ашне ҫиессинчен тата юнран сыхланччӑр. 21  Мӗншӗн тесен мӗн авалтанпах Моисейӑн сӑмахӗсене пур хулара та пӗлтереҫҫӗ, кашни шӑматкун синагогӑсенче сасӑпа вулаҫҫӗ». 22  Унтан апостолсемпе старейшинӑсем хӑйсем хушшинчен ҫынсене суйласа илсе вӗсене Павелпа тата Варнавӑпа пӗрле Антиохие яма шут тытнӑ, пӗтӗм пуху ҫакӑнпа килӗшнӗ. Вӗсем Варса́ва текен Иудӑна тата Силӑна суйласа илнӗ, ҫак арҫынсем пухӑва ертсе пыракансенчен пӗрисем пулнӑ. 23  Вӗсем урлӑ ҫакӑн пек ҫыру парса янӑ: «Эпир, сирӗн тӑвансем, апостолсемпе старейшинӑсем, сирӗн пата — Антиохире, Сирире тата Киликийӑра пурӑнакан тӑвансем патне, еврей маррисем патне — ҫыратпӑр. Салам сире! 24  Эпир хамӑр патран пынӑ хӑш-пӗр ҫынсем хӑйсем мӗн каланипе сире пӑшӑрхантарса, пӑтраштарса яни ҫинчен илтрӗмӗр, анчах эпир вӗсене нимӗнле хушу та паман. 25  Ҫавӑнпа эпир пӗр шухӑшлӑ пултӑмӑр та тӑвансене суйласа илсе вӗсене пирӗн юратнӑ Варнавӑпа тата Павелпа пӗрле сирӗн пата яма шут тытрӑмӑр. 26  Варнавӑпа Павел — пирӗн Иисус Христос Ҫӳлхуҫа ячӗшӗн хӑйсен пурнӑҫне те шеллесе тӑман ҫынсем. 27  Вӗсемпе пӗрле эпир Иудӑпа Силӑна яратпӑр, ҫырура ҫырнинех вӗсем сире сӑмах вӗҫҫӗн те пӗлтерӗҫ. 28  Святой сывлӑш та, эпир те сирӗн ҫине ытлашши ҫӗклем хурас темерӗмӗр, сирӗн ҫак хушусене ҫеҫ тытса тӑмалла: 29  йӗрӗхсене кӳнӗ парнесенчен, юнран, пӑвса вӗлернӗ выльӑхӑн ашне ҫиессинчен тата аскӑнлӑхран* сыхланмалла. Эсир ҫаксене тытса тӑрсан, сирӗн веҫех аван пулӗ. Сывӑ пулӑр!» 30  Ҫапла вара ҫав тӑвансем Антиохие кайнӑ. Унта ҫитсен вӗсем вӗренекенсене пухнӑ та ҫырӑва вӗсене панӑ. 31  Ҫав хавхалантаракан ҫырӑва вуласа тухсан, лешсем питӗ савӑннӑ. 32  Иудӑпа Си́ла, хӑйсем те пророксем пулнӑ май, тӑвансене хавхалантаракан сӑмахсем нумай каланӑ тата вӗсене ҫирӗплетнӗ. 33  Вӗсем унта пӗр вӑхӑт пурӑнсан, тӑвансем вӗсене ырӑ ҫул сунса каялла Иерусалима янӑ. 34  ——* 35  Павелпа Варна́ва Антиохирех юлнӑ. Унта вӗсем вӗрентнӗ тата ыттисемпе пӗрле ырӑ хыпара, Иеговӑн* сӑмахне, пӗлтернӗ. 36  Темиҫе кун иртсен, Павел Варнавӑна каланӑ: «Айта таврӑнар та Иеговӑн* сӑмахне хамӑр пӗлтернӗ мӗнпур хулари тӑвансене кайса курар, вӗсем мӗнле пурӑннине пӗлер». 37  Варна́ва хӑйсемпе пӗрле Марк текен Иоана илме шут тытнӑ. 38  Анчах та Павел ӑна пӗрле илесшӗн пулман, мӗншӗн тесен Марк вӗсене Памфилире хӑварса Турӑ сӑмахне вӗсемпе пӗрле пӗлтерме кайман. 39  Ҫавна пула Павелпа Варна́ва вӑрҫӑнсах кайнӑ, ҫапла вӗсем пӗр-пӗринчен уйрӑлнӑ. Варна́ва вара Марка хӑйпе пӗрле илнӗ те карап ҫине ларса Кипра ишсе кайнӑ. 40  Павел хӑй валли Силӑна суйласа илнӗ. Тӑвансем Иегова* Павела пулӑшса пытӑр тесе тата ӑна хӑйӗн виҫесӗр ырӑлӑхне кӑтарттӑр тесе кӗлтунӑ хыҫҫӑн Павел ҫула тухнӑ. 41  Вӑл пухусене ҫирӗплетсе Сирипе Килики́я урлӑ кайнӑ.

Сноскӑсем

Е «ҫак тавлашу пирки».
Е «фарисейсен сектинчен».
Ҫакӑ вӑл мӗнле те пулин ҫӗклеме йӑтма е туртма пулӑшакан хатӗр, ӑна ҫын хулпуҫҫийӗ ҫине хураҫҫӗ е выльӑхӑн мӑйне тӑхӑнтартаҫҫӗ.
Ку вӑл Пётр.
Е «чатӑрне».
Е «юн юхтарса кӑларман».